Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхар (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атя, кайса пӑхар.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Мӗн, ытла тӗлӗнсе ан тӑр-ха эсӗ, ҫӳле Райҫутпайне хӑпарса пӑхар, тен унта тупӑпӑр-и, — тесе лӑплантарчӗ Соколова Никифоров учитель.

— Что ж, не удивляйся ты так, поднимется наверх в Райпросвет, и может, найдется там, — успокаивал Соколова учитель Никифоров.

Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.

— Юрать, — терӗ Фонфред, — атя, кайса пӑхар таварна.

— Хорошо, — сказал Фонфред, — пойдем посмотрим товар.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.

Проанализируем ситуацию вокруг данного вопроса.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Атьӑр-ха, кӗрсе пӑхар, эпир те пӗрле савӑнар терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Атьӑр-ха, манпа самантлӑха яла ҫитсе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрта нумай ҫӳрерӗмӗр, ҫурҫӗрелле тепре кайса пӑхар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, атьӑр, кайса пӑхар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиме тытӑниччен, апат анмалӑх пӑртак ӗҫсе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑрушӑ питӗ авӑрсем, Ҫавах пӑхар мала, Унта, вӗри ҫӗрте, хӗрсем Тем чухлӗн пулмалла.

Пучина ужасов полна, А мы глядим вперед, Туда, где знойная страна Красотками цветет.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

2. Материалсене шутласа пӑхар.

2. Посчитаем материалы.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

«Лаша сӑмаха падеж тӑрӑх улӑштарса пӑхар: лашан, лашапа, лашара. Мӗншӗн лашен, лашапе, лашаре мар?

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Килӗр-ха, ачсемӗр, калаҫса пӑхар: камӑн мӗн пур?

Давайте, хлопцы, поговорим: что у кого есть.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Халӗ калаҫса пӑхар.

Давайте поговорим.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ну, юрӗ, хӑтланса пӑхар эппин.

— Ну, давай всё же попробуем…

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Юрӗ апла, хӑтланса пӑхар.

— Ладно, давай всё же попробуем.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«…1811 ҫулхи кампанире тӑтӑшах пулса пынӑ хастарлӑх ҫине ҫаврӑнса пӑхар.

«…Обратим внимание на подвиги, столь славно сопровождающие все дни кампании 1811 года.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тепӗр ҫирӗм минут хушши кӗтсе пӑхар.

Подождем еще двадцать минут.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Аҫупа иксӗмӗр тӑрмашса пӑхар.

— Попробуем похлопотать с отцом.

Май пур иккен // Вениамин Кӑвакҫут. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.

— Эй, йӗкӗт, тӑхта-ха, калаҫса пӑхар!

— Эй, хлопец, подожди, поговорим!

Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех