Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑр сăмах пирĕн базăра пур.
паҫӑр (тĕпĕ: паҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫав куҫа кӑтартма илсе кайрӑм та эпӗ ӑна паҫӑр хулари ветеринари станцине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ паҫӑр ку анчӑка тепӗр усал йытӑран хӳтӗлерӗм, апатланма май туса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Паҫӑр санпа пӗрле улӑхра чечексем хушшипе лӑпсӑрӑнса, услам ҫу пек «ирӗлсе — тумланса пынӑ» май, сана халалласа, ҫакӑн пек сӑвӑ сӗвемӗсем сасартӑк пуҫа килсе шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эсӗ паҫӑр ҫеҫ-ха хӑвна пулӑшманшӑн ҫав-ҫавах мана айӑп турӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр пӗлӗтре те пурнӑҫ ҫутисем мар, хӑйӗн серепинелле астаракан ҫав вупкӑн сӗвек кӗперӗн виҫӗ ҫуттине ҫаврӑнса ҫапла илӗртӳллӗн курӑнчӗ сана.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ил-ха тата, мӗнле сӑмахпа сӑйларӑн эсӗ ӑна паҫӑр?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ил-ха, паҫӑр вӑл сана шеллерӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра аялта, паҫӑр мӗлтӗр пӗчӗк ҫутӑ курӑннӑ тӗлте, тӳп! тӳплетнӗ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӑл, «сӑнамасӑр пырса», ури айӗнче йӑваланса выртакан урай хӑми таткинчен (паҫӑр ӑна Анатолий юри ҫак тӗле пӑрахнӑччӗ) талт! такӑнчӗ, сулахаялла сулӑна-сулӑна кайрӗ те, ҫӑкӑнса, миххи мӗнӗпех цементлӑ платформа ҫине ла-а-а-ач! лачлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав тӗлте (вӑл паҫӑр хӑй тӗпчесе пӑхса тӑнӑ йывӑҫсӑр вырӑн еннелле аллине ҫӗклесе илчӗ) хаҫат-журнал сутмалли киоск лартас тетпӗр, ун никӗсӗ валли котлован кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрӗн паҫӑр ҫеҫ хӑмпӑланса хӑпарнӑ хӑюлӑхӗ хӑмпӑ пекех палт! палтлатсах сӳнчӗ: мӗн тумалла ӗнтӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр «калаҫнӑччӗ-ха» Полинапа, халӗ вара, Ула Тимӗрӗн яланхи йӑлине пӗлнӗ пек, хӑй, Полина, чӗррӗн, ҫуттӑн, туллин сӑнарланса ӳкрӗ ун куҫӗ умне.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр, чун-чӗрине сехмет-сасӑсем сехӗрлентернӗ самантсенче, Ула Тимӗр ҫиес килсе хупланине, ӑна пула чӗри «мӑка кусарпах» касӑлнине сисменччӗ-ха, халӗ, ӑш варкавӗпе шухӑш пӑтравӗ тулти шӑплӑхпа шайлансан, вӑл, хырӑм, шалтан кӑтӑр-кӑтӑр кӑшланӑ пек йӑшкаса, уҫҫӑнах макӑрма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр хӑй утнӑ май хыҫалтан илтӗннӗ сасӑсем — ав мӗн пачах манӑҫа тухман иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех вӑл паҫӑр вӑрманти ҫулсен пӗр юппи ҫинче тӗл пулнӑ шофера аса илчӗ те аванмарланса кайса пуҫне усрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑҫта эсир, паҫӑр ҫӗр ҫинчен пӗлӗте ӳкнӗ татӑк-тӗсӗк ҫутӑсем?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр хӑй пырне йытӑллакашкӑрла хыртарчӗ вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эс мана паҫӑр лартманшӑн каҫар-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эпӗ паҫӑр ун кӑмӑлне ҫырлахтармарӑм — вӑл ыйтнине тивӗҫтермерӗм те, халӗ килӗшӗ-ши мана пулӑшма?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех