Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑр сăмах пирĕн базăра пур.
паҫӑр (тĕпĕ: паҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫакӑнта ҫуралтӑн эсӗ, пӗчӗк тусӑм, юрататтӑнччӗ кунта килме. Ӗнтӗ яланах садра пулӑн… Ҫулла та, хӗлле те, ҫуркунне те — яланах. Куллен тенӗ пекех ҫӳрӗп кунта, сан патна килӗп», — хӑй тӗллӗн калаҫа-калаҫа шӑтӑк чавнӑччӗ вӑл паҫӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Телефонпа эп калаҫрӑм паҫӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Юри килтӗм, ку пашалӑва сан валли пӗҫертӗм, — вӗри хулне самантлӑха та тартмасть, паҫӑр мӗнле перӗнсе ларнӑ, ҫаплах ларать Укаҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Паҫӑр кунта килнӗ чухне эпӗ партком секретарьне Григориун ҫемьери пурнӑҫӗ пирки те каласа пама ӗлкӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр санпа юмахлаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Анчах паҫӑр, темшӗн-ҫке, спорта пачах та хисеплемесӗр калаҫрӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл паҫӑр Оля ҫапса хунӑ ӳкерчӗке асӑрхарӗ те, сиксе тӑрса, ун патне вӗттӗн утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр шавласах кӗчӗҫ-ха та кӗрессе, анчах халь нимле пулма та аптрани сисӗнет вӗсен сӑнӗсенче, хусканӑвӗсенче, ӳсӗрес килмен ҫӗртенех ӳсӗркелесе илнинче.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калис кӗрсе кайнӑ ҫурт еннелле паҫӑр Григориу!

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр митингра сирӗн ҫине ӑмсанса пӑхса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр Тоня тирпейлех мар ҫӳҫне бигуди резинкипе тыттаркаласа хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр Тоня кивӗрех пумаҫи халатпаччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шутланӑччӗ эпӗ паҫӑр, Кудряшовпа Серебряков калаҫӑвне итлесе тӑнӑ хушӑра: Григориу ертсе пыракан СУ плана мӗншӗн тултарайманнине, Турунов бригадинчи хирӗҫӳ сӑлтавӗсене хӑйӗн тишкерсе пӗлес килнӗ партком секретарӗн, хӑйӗн ӑнланса илес килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Карнатирсем» терӗ ҫав, паҫӑр Серебряков каланӑ пек каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунталла килнӗ май ҫак сасӑсем хыҫа юлнӑччӗ те паҫӑр, халь мана тепӗр пысӑк стройкӑна ҫитсе кӗнӗ пекех туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Чӑннине каларӑм эпӗ паҫӑр, хӗрсе кайнӑран ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр та, канашлу хыҫҫӑн, ҫаплах каларӑр-ха та кун пирки.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр, тӗл пулсанах, йывӑртарах пулнӑччӗ сӑмах хушса калаҫу пуҫлама, хӑйне кирлӗ мар ҫын чӑрмантарнине юратман сивӗ, ютшӑнчӑкрах этем пуль-ха ӗнтӗ ку тесе шутланӑччӗ эпӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр главнӑй инженер кӗтмен ҫӗртен сивӗ сӑмахпа тӗртсе илни ӑна хытах пӑлхатса янӑ пулас: унӑн питҫӑмартийӗсем писев сӗрнӗ пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Зал варринче паҫӑр ирхине эпӗ диспетчерсем патӗнче курнӑ чикан сӑн-питлӗ ҫамрӑк ҫын ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех