Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайтах сăмах пирĕн базăра пур.
пайтах (тĕпĕ: пайтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним сӑлтавсӑр кӳрентернипе кӗҫ-вӗҫ шартлатса ҫурӑлас пек тарӑхса: «Ачасене эпӗ пайтах пӑхнӑ, — терӗм татӑклӑн, — халь эсӗ пӑх черетпе».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хулана тухса ҫӳренӗ самантсенче арӑма куҫпа кӗҫ-вӗҫ хывӑнтарас пек тӗсесе пӑхакан арҫын-йӗкӗте пайтах асӑрханӑ эп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтанпа, черкке тыттарсан ҫӑвӑр автанла «ур-ря»! тесе ҫухӑрма ӑста леснике курнӑранпа, вӑхӑт пайтах иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта, картунта, пӳрте ӑшӑтас тесен, пайтах вӑй хумалла: пӗрре вутӑ касса ӑшша пиҫет этем, тепре — татса, ҫурса, унтан тин тапса тухать кӑмака ӑшши.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, пайтах аса илӗн-ха эпӗ каланисене: ӗмӗр сакки вӑл кутник мар — сарлака-а-а…

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачасене «христарадилеме» хӗтӗртсе урама кӑлара-кӑлара яни, илсе таврӑннӑ укҫана пӗр пус юлми кӗсйине пӗтӗре-пӗтӗре чикни те пайтах пулнӑ ун.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— А тӑванӑм, ман пуҫра хамӑн ӑслӑ шухӑш пайтах.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ракетӑна вӗҫтерме ирӗк иличчен малтан кашни салтакпа сержантӑн, кашни офицерпа командирӑн хӑйӑрлӑ та шӑрӑх полигонра пайтах тар юхтарма тивет.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

1960 ҫулсенче вӗтӗ ушкӑнсенчен пысӑк предприятисем йӗркеленнӗ (кун пек ӗҫ-хӗлӗн ырлӑхӗ те, шырлӑхӗ те пайтах).

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах, Интернета кӗр те вула, е ChatGBTне кӗрсе тӳррех ыйт.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728

Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн йышӗнче «философсем» пуҫарса янӑ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тунма-пытарма кирлӗ мар, пайтах чухне литература халӑха тӗрӗс сӑмахне калама хӑймарӗ, хурине шурӑ вырӑнне хуни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫак ҫулсенчех пирӗн писательсем ҫырнӑ романсемпе повеҫсем, калавсем, сӑвӑсемпе поэмӑсем, драмӑллӑ произведенисем урӑх хуласенче — Мускавра, Киевра, Куйбышевпа Хусанта, Йошкар-Олапа Саранскра, халӑх демократиллӗ ҫӗр-шывсенче пайтах пичетленсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Иртнӗ виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче кӑна эпир пайтах ҫӗнӗ кӗнекесем илсе вуларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Иртнӗ ҫулсенче пирӗн писательсем пуринчен ытла хамӑр пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен, хамӑрпа тантӑш ӑру — коммунизм тӑвакансен мухтавлӑ ӑрӑвӗ — ҫинчен пайтах ҫӗнӗ произведенисем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Куҫма Турханӑн нумай ҫулсем хушши тӑрӑшса, чӑннипех ӑста ҫырнӑ «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗн 1-мӗш кӗнеки ҫинчен пайтах калаҫрӑмӑр, кунта чарӑнса тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Илпек Микулайӗн (пӗрре асӑннӑ май кунтах каласа хӑварар) «Хура ҫӑкӑр» романӗн иккӗмӗш кӗнеки, илемлӗх тӗлӗшӗнчен, чӗлхе енчен илсен, малтанхинчен пайтах ҫӳлте тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пӗрле вӗренекенсем Венюкпа иккӗшне хӑйсен йышне йышӑннӑранпа вӑл пайтах шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех