Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗлке сăмах пирĕн базăра пур.
мӗлке (тĕпĕ: мӗлке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кимӗ ҫинче ултӑ мӗлке.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ун ҫинче виҫӗ мӗлке палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Куҫ тӗлне чуна ҫӳҫентерекен, пӗр шанчӑксӑр мӗлке те лекмест.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Мӗлке ҫавӑнтах куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ ҫумӑр витӗр инҫех мар хура мӗлке хам ҫинелле чупнине асӑрхарӑм та тӗллесе петӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Мӑтӑк хура сухаллӑ янахне тӑрт-тӑрт-тӑрт сиктеркелесе, пӗтӗм кӗлеткипе те тӑр-тӑр-тӑр чӗтрет мӗлке пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Алӑк сулли урлӑ урине кире пуканӗ ҫакса янӑ пек йывӑррӑн ярса пусса, хӑйӑк-хайӑк сывлакаласа, кӗҫех пӳлӗме хӑлтӑхланнӑ кӑптӑркка тумлӑ, ватӑ еннелле сулӑннӑ харшав арҫын — хура, ҫатрака мӗлке пуҫ — кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӗренекенсем «Ҫтаппан пичче» тесе чӗнекен ямшӑк Штефан — ӑна ватӑ старик те мар, мӗлке кӑна теме пулать — шӑтӑксемпе лупашкасем тата пысӑк чулсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, тилхепене мӗнпур вӑйран турткаларӗ.

Кучер Штефан, которого ученики звали дядей Степой — одна тень, а не старик, — изо всех сил дергал вожжи, стараясь объезжать ямы и большие камни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Поля ӑна театра е кинона ҫеҫ мар, библиотекӑна та, пасара та пӗччен ямарӗ, кирек ӑҫта та, мӗлке пек, ун ҫумӗнчен хӑпма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӳрт аркинчен ҫенӗке тӗксӗм мӗлке ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ку мӗлке Захар Петрович Озеров пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке аллисене вӗҫертсе ячӗ, шӑннӑ ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке хӑй те темле кӑна хурама тӑрринчен аялалла тӑчлатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке хыпаланса ӗҫлет, хӑй хӑшӑл-хӑшӑл мӑшлатса сывлать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке пӑлханма тытӑнчӗ: ҫил тата хытӑ вӑйлансан, йывӑҫ тӑрри, йывӑрӑша чӑтаймасӑр, хуҫӑлса анма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫил вӑйлӑрах вӗрме пуҫларӗ, хурама тӑррине силлентерсе хумхантарать, вулӑпа пӗрле мӗлке те, шӑнкӑрч вӗлли те енчен енне чӳхенкелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке пралука сулахай аллипе сӳтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке пӑралукпа хурама вулли ҫумне ҫавӑра-ҫавӑра ҫыхнӑ шӑнкӑрчӑ вӗлли патне хӑпарса ҫитрӗ, аллипе ҫупӑрласа пӑхрӗ, хӑлхине хурса та итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех