Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява Ҫӗпрел ҫыннисем парнесем, наци кухнине тата унта культурӑпа кӑмӑллӑ кану программине те илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх: Ҫӗпрел — Шӑнкӑртам // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -sankartam

Ачасем тӑрӑшуллӑ, сӑпайлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулса, мӗн ачаранпах ӗҫе хӑнӑхса ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

90-мӗш ҫуркуннине кӗтсе илчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-ktse-ilc

Тӗллев — регионсене пулӑшасси, хӑйсен колоритне тата урӑхларах архитектурине упраса хӑварасси, хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑх атмосферине йӗркелесси, унта пур ҫулсенчи ҫынсене те пурӑнма, ӗҫлеме тата активлӑ канма пӗр пекех кӑмӑллӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра ҫӗнӗ форматлӑ обществӑлла анлӑхсем йӗркелеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3795570

Праҫник савӑнӑҫлӑ та харсӑр иртнӗ, пухӑннӑ ҫынсем пурте темӗн чухлӗ кӑмӑллӑ туйӑмсем, уяври пек ырӑ кӑмӑлсем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795643

Сӳрӗк мар кӑмӑллӑ ял ҫыннисем ту ҫинче субботник ирттернӗ — курӑка ҫулнӑ, чулсемпе ҫырнине шуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗпуҫсем ту ҫинче ҫырнине ҫӗнетнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795718

Ҫынсене кӑмӑллӑ йышӑнса кирлӗ пулӑшу пама пултарнипе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

Тап-таса пӗвесемпе юханшывсем ҫывӑхӗнче канма, хӗвелпе хӗртӗнме, ҫутҫанталӑкпа киленме питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%82%d0%b ... %bb%d3%91/

Мӗнле те пулин паллӑ вырӑнсене ҫӳренӗ чухне, эпир вӗсен илемне курса савӑнатпӑр, ҫав хушӑрах ӑна сӳрӗк мар кӑмӑллӑ ҫынсем тунипе тата Тӑван ҫӗршыва юратнипе туни ҫинчен те шухӑшламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ситек ялӗ илемленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... et-3791608

«Паллах, Ҫемье ҫулталӑкӗнче «Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни» фестиваль хӑй пурнӑҫӗнче нумай ҫынна пултарулӑх анлӑшӗнче пулма ҫеҫ мар, чӑн-чӑн юратӑва кӗтсе илме те пулӑшнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ", - тенӗ телеграмма текстӗнче.

Куҫарса пулӑш

Путин "Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни" фестивале хутшӑнакансене саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... an-3786864

Вӗренекенсем ҫӗнӗ пурнӑҫ картлашки ҫине куҫнӑшӑн педагогсене савӑнтарать, ҫав тери кӑмӑллӑ, тепӗр енчен, тӑван ачисенчен уйрӑлма тивнӗшӗн хурлантарать те.

Куҫарса пулӑш

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

«Ҫак «Добро.Центра» Социаллӑ фондпа пӗрле аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсенче уҫнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Уҫӑ кӑмӑллӑ, питӗ ӑслӑ ҫын», - ҫапла хак пачӗҫ кайран асра юлнӑ тӗл пулу пирки район ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh

Владимир Владимирович тирпейлӗ те илемлӗ Шӑмӑршӑ ялӗпе, унӑн ӗҫчен халӑхӗпе - Чӑваш Республикипе кӑмӑллӑ юлнине ҫеҫ палӑртса хӑварам.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh

Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Аслӑ Елчӗкри 76-ри Николай Молоствов обществӑлла тренер «ачисем» те пур.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Юрий Михайлович ҫулсерен хӑй ячӗпе кире пуканҫӑсен турнирне ирттернине те палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Кӑмӑллӑ та уҫӑ калаҫу, хаваслӑ йӑл кулу уяв атрибучӗ пулса тӑчӗ тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Унччен те пулмарӗ, «шип-шип» тенӗн сас парса хулари тусӗсенчен пӗри — Вовӑна нихӑҫан та сиен туман ырӑ кӑмӑллӑ шӑши — таҫтан йӑпӑртатса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӑшӑ, кӑмӑллӑ сӑмах-юмаха хапӑл пулма ялти Амӑшӗ вӗрентсе янӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫӳлте, сенкер те тӑп-тӑрӑ тӳпе енче, симӗс ҫулҫӑсем пӗр-пӗринпе пытанмалла выляҫҫӗ, вӗсем ташласа, вӗлтӗртетсе улшӑнса тӑнине е сасартӑк вӑйланнӑ ҫил юхӑмне лексе ӑмӑртмалла чупнине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тӑлӑха юлнӑ хӗрне, Чӗкеҫе, урӑх хӗрарӑм пӑхса ӳстерессе шаннӑ арҫын, анчах та ун иккӗмӗш арӑмӗ ытла кӑра кӑмӑллӑ этем пулнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех