Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тӗрлӗ ыйтупа килекенсене вӑл кӑмӑллӑ кӗтсе илет, мӗн пултарнӑ таран ҫийӗнчех пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

— Эпӗ пӗлсех тӑнӑ, эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ ача иккенне.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кай, ытла ырӑ кӑмӑллӑ хӗр эсӗ, ӑҫтан пулма пӗлнӗ?

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Сире эпӗ комсомолла сӑмах паратӑп: ҫак ҫамрӑк ачасене — Актайпа Венюка — тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем туса ӳстерме пирӗн коммунизмла ӗҫлекен бригадӑн вӑй ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Мӗнле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын эсӗ! — тет вӑл, — темшӗн эсӗ мана тӑван пичче пекех туйӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Унпа халӗ нихҫанхинчен те кӑмӑллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Куракансем мӗнле кӑмӑллӑ юлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӑмӑллӑ пулчӗ вӗсемпе пӗрле ларса пыма.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна та ҫынпа пӗрле ӗҫлеме кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн хваттер хуҫисем ватӑ ҫынсем пулчӗҫ — ырӑ кӑмӑллӑ мучипе калаҫма юратакан кинемей.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынпа пули-пулми сӑмахламасан та, хаяр кӑмӑллӑ ҫын мар, Иван пичче халиччен те урлӑ-пирлӗ калаҫса, ҫынпа усаллашса курман.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа хӑй патне пуҫтарӑнакан хӗрарӑмсене сӑйлама мулкач ашӗ ытларах хатӗрлеме тӑрӑшать ырӑ кӑмӑллӑ Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмӑллӑ мар ҫав ҫын картишӗнче темскере ӗнтӗркесе кӗтсе тӑма.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр чухне хӑвна ху ҫын умӗнче ырӑ кӑмӑллӑ пек кӑтартни те ытлашши пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, вӑл, чӑн та, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ та ӑшпиллӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ун ҫине ӳрӗк-сӳрӗккӗн пӑхасла кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулсан та, чӑвашсен йӑли хушнӑ тӑрӑх, ӑна пӑхӑнма, пур ӗҫе те унран малтан ҫыпҫӑнма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, йӑлтах ӑнланса, хӑйӗн ӑраскалӗшӗн тӑрӑшакан ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс ҫыннисене тав туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех