Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтах шӑпӑрӑҫ — ӳпнер куҫлӑ Мулентей, Урха ӗҫки урса шавлама тапратсан, Шӑпӑрне кӑларать, ӳлесе ахӑрать, Вӑрманти арҫури пек ҫуйӑхса шӑхӑрать.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кирук шыв тӗпӗнче ырса ҫитнипе тата сывлама та кансӗррипе хуллен ҫӗкленет те шывран пуҫне кӑларать: тавралӑх шӑпах, каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑй пӗртен-пӗр аллипе шалти кӗсйинчен хутсем кӑларать.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Апла та капла выляса йӑлӑхсан, Андрейка кухньӑри сӗтел сунтӑхӗнчен спичка йӗнни илет, унтан, йӗнӗрен, темиҫе шӑрпӑк пӗрчи чӗпӗтсе кӑларать.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Емет, ӗмет те тӗтӗмне сӑвӑрса кӑларать.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫавскер мухмӑр-сухмӑр таврашне вӑштик кӑна вӑшкӑртса-хӳтерсе кӑларать, теҫҫӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
— Пур хушӑва та тулли кӑмӑлтан пурнӑҫлать, чӗре витӗр кӑларать, тӗрлӗ сӗнӳсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать.
Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/
Ку общество та пӗрремӗшле тӗллев шутне ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парассине, тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшассине кӑларать.
Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla
Мӗнех, вутта вутпа та сӳнтереҫҫӗ: вӑл чӑтӑмсӑррӑн кабинӑран пакет илет, унтан пӗр эрех кӗленчине кӑларать, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫырткаласа, панклаттарса туртса кӑларать те пӗрик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тӑвать, эхлетсе илет, вара кӗленчине питӗркеленӗ пек туса, ӑна пакета тавӑрса, пакетне малтанхи вырӑнах хурать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав самантра ҫын темиҫе майсем шутласа кӑларать, вӗсене танлаштарать, хӗсӗк вырӑнӗсене курать, вара пӗрремӗш юрӑхлӑ йышӑну суйлать.
Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294
Хыпаланмасӑр, ытлашши хусканусем тумасӑр, деталь хыҫҫӑн деталь касса кӑларать.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Сирӗн асаннене темӗн пулнӑ, тутинчен кӑпӑк кӑларать.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӗп Чӑваш Пайӗн (Наркамнац ҫумӗнче) «Канаш» ятлӑ хаҫат тухать, 5-мӗш Ҫар (политпайӗ) «Чухӑнсен сасси» ятлӑ хаҫат кӑларать.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Вунултӑ ҫул вӑл Атӑл тӗпӗнчен тӑпра кӑларать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ун пекех васкамасӑр чикаркка тивертсе ярать, ҫерем ҫине таянса, кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна кӑвак тӗтӗм ункисем кӑларать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Хальхи вӑхӑтра буржуалла техника вӑрҫӑ хатӗрӗсем туса кӑларать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл мӑлатук ҫапаканӑн юлашки шӑнӑрӗсене туртса кӑларать, унӑн вӑй-халне усӑсӑр пӗтерет.Он вытягивает последние жилы из молотобойца, истощает все его силы.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑш-пӗр вак-тӗвек детальсем кӑна тумалла пулин те, Фабиан господина ку пысӑк тупӑш парать, ҫитменнине унӑн авторитетне те чылай хӑпартать, правительство умӗнче шанчӑка кӑларать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗлетӗр-и, эпӗ те мухтанатӑп: «Эпир те катӑк мар. Пирӗн те пӗр тӑван пысӑк хаҫатра ӗҫлет, — тетӗп. — Кӗнеке кӑларать, — тетӗп. — Кирлӗ пулсан, вӑл пире тем те тупса пама, пулӑшма пултарать», — тетӗп.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Анчах мӗншӗн укҫа, пуян ҫын чапӗ, мулӗ ҫынлӑхран кӑларать ӑна?
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.