Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмалла (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
План хатӗрлеме вӑхӑт ҫитнӗ, вӑй-халпа тӗрӗс усӑ курмалла.

Пора собраться с мыслями, подготовить план, правильно распределить силы.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аспарӑн ачи ҫут тӗнче курмалла.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл хӑна-вӗрле килес пулсан намӑс курмалла ан пултӑр тесе амӑшне ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе хума хушрӗ те юлан утпах мӑрса патне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

У-у, турӑ ылханӗ хӑвӑра ҫиттӗр сире, хӑвӑр ачӑр-пӑчӑрсем ҫапла асап курмалла пултӑр!

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман хыҫӗнчен ҫурла евӗр уйӑх шуса тухать, Ахтупайпа Эрнепи вӑл ытла аякран курмалла ҫутатнине асӑрхаҫҫӗ те уйрӑлас килмен ҫӗртен уйрӑлса килӗсене кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫтах Урасмет пысӑкрах ушкӑнпа килессине кӗтсе Иштерек йӗвене ҫын курмалла мар ҫӗререх ҫакрӗ, ҫӗнӗрен тӗрмешӳ пуҫланас пулсан ярса тытма вите кӗтессине йывӑҫ сенӗк таянтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫа кӑшкӑрса намӑс та курмалла пулман иккен, вӑл ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те кӗлет умӗнче вӑратса вӑранмалла мар харлаттарса ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сан, Яким, кайса курмалла, пӗр ялсем, — канаш пачӗ Савандеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн-мӗн кӑна курмалла пулмарӗ манӑн ҫак вунӑ уйӑхра!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Георгий Петровича курмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫирӗпрех кӑмӑллӑ, сывӑ ӳстӗрччӗ, хура-шурӑ курмалла ан пултӑрччӗ, ашшӗ-амӑшне ан ӳпкелетӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй пурҫӑн пиҫиххи яраписене сулахай аллипе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хӗрсем курмалла вылятса илкелет те сылтӑм аллипе кӗсйинчен мӑйӑр кӑлара-кӑлара хӗрсене ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Манӑн ӑна курмалла, унтан хулана лартса каймалла.

Я хочу ее видеть, чтобы отвезти в город.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ашшӗне курмалла-и вӗсем е курмалла мар-и? —

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Манӑн пӗтӗм систерӗве тытмалла, пӗлӗтсемпе вӑрмансен хушшинчи кашни пайӑркапа усӑ курмалла.

Мне следовало ловить все намеки, пользоваться каждым лучом среди туч и лесов.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пирӗн хӗн-асап курмалла мар, ара, мӗн пур ҫӗр-шыв — капла-и е апла-и — ҫӗнӗ япаласем уҫассишӗн.

Мы заслужили право не быть мучениками, ведь все страны так или иначе заинтересованы в открытиях.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунсӑр пуҫне тата Унӑн Аслӑлӑхӗ виҫӗм кун пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнине евитлерӗ, унта вӑрман сысни какайне нумай ҫинӗ иккен; ҫапла вара — вар-хырӑма ҫемҫетекеннипе усӑ курмалла.

Так как к тому же его величество сообщило, что третьего дня был большой пир, на котором ели кабана, то вмешательство слабительного становилось необходимым.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсемпе танлаштарсан ҫумӑр хыҫҫӑн сарӑлса юхакан ҫырмасем урлӑ хывнӑ каҫмасем ниме тӑман япала ҫеҫ, ҫав вӑхӑтрах Африка кӗперӗсем — нумай чухне капмар йывӑҫ вуллисем, вӗсен хуҫӑк тураттисем тӑрӑх лианӑсем тӑсӑлаҫҫӗ, — акробат мелӗсемпе усӑ курмалла, тата — экспромтла.

В сравнении с ними переправы через разлившиеся потоки и речки казались пустяком, хотя африканские мосты, зачастую состоявшие лишь из древесного огромного ствола, по обломкам ветвей которого протягивались лианы, требовали акробатических приемов, проделываемых экспромтом.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Анчах… ҫухалнӑ паттӑра манӑн та курмалла.

— Но мне тоже необходимо видеть затерявшегося героя.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Лӑпланас тесен манӑн халӗ Попа курмалла.

Решительно, мне надо было увидеть Попа, чтобы успокоиться.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех