Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куракансене (тĕпĕ: куракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.

14. Наконец, явился самим одиннадцати, возлежавшим на вечери, и упрекал их за неверие и жестокосердие, что видевшим Его воскресшего не поверили.

Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Вӑл тӗрлӗ чирпе хӗн куракансене нумайӑшне сыватнӑ; усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ; усалсене Вӑл Хӑй Христос иккенне пӗлнине калама чарнӑ.

34. И Он исцелил многих, страдавших различными болезнями; изгнал многих бесов, и не позволял бесам говорить, что они знают, что Он Христос.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».

26. Прими жертву сию за весь народ Твой - Израиля, и сохрани сей удел Твой, и освяти его; 27. собери рассеяние наше, освободи порабощенных язычниками, призри на уничиженных и презренных, и да познают язычники, что Ты Бог наш; 28. покарай угнетающих и обижающих нас с надмением, 29. насади народ Твой на святом месте Твоем, как сказал Моисей».

2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хушшӑрти пророксемпе юмӑҫсем сире ан улталаччӑр, тӗлӗк куракансене те ан итлӗр; 9. вӗсем малашне мӗн пуласси ҫинчен сире Ман ятӑмпа суя суяҫҫӗ; вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа.

8. Ибо так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: да не обольщают вас пророки ваши, которые среди вас, и гадатели ваши; и не слушайте снов ваших, которые вам снятся; 9. ложно пророчествуют они вам именем Моим; Я не посылал их, говорит Господь.

Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: 6-7. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Сана тӳрӗлӗхӗмпе чӗнсе илтӗм, Сана алӑран тытса тӑрӑп, упрӑп Сана, Сана Эпӗ халӑхшӑн халал пулма, суя тӗнлисемшӗн ҫутӑ пулма, суккӑррисен куҫӗсене уҫма, касмӑкра хӗн куракансене ирӗке кӑларма, тӗттӗмре ларакансене сӗмлӗхрен кӑларма лартатӑп.

5. Так говорит Господь Бог, сотворивший небеса и пространство их, распростерший землю с произведениями ее, дающий дыхание народу на ней и дух ходящим по ней. 6. Я, Господь, призвал Тебя в правду, и буду держать Тебя за руку и хранить Тебя, и поставлю Тебя в завет для народа, во свет для язычников, 7. чтобы открыть глаза слепых, чтобы узников вывести из заключения и сидящих во тьме - из темницы.

Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем, 10. вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр; 11. ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.

9. Ибо это народ мятежный, дети лживые, дети, которые не хотят слушать закона Господня, 10. которые провидящим говорят: «перестаньте провидеть», и пророкам: «не пророчествуйте нам правды, говорите нам лестное, предсказывайте приятное; 11. сойдите с дороги, уклонитесь от пути; устраните от глаз наших Святого Израилева.»

Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӑл тӑвакан ӗҫсем — аслӑ, тӗлӗнмелле, вӗсене ӑнласа ҫитерейместӗн, вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук, 10. Вӑл ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарать, уй-хир ҫине шыв ярать; 11. кӗҫӗне юлнисене асла кӑларать, хур куракансене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе тухать.

9. Который творит дела великие и неисследимые, чудные без числа, 10. дает дождь на лице земли и посылает воды на лице полей; 11. униженных поставляет на высоту, и сетующие возносятся во спасение.

Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫӳлхуҫана тӑрӑшсах мухтавла, ӗмӗрсен Патшине мухтаса юрла, ҫак хулара савӑнса каллех кӗлӗ чатӑрӗ туса лартчӑр, Туррӑмӑр тыткӑнра пулнисене савӑнтартӑр, ҫак хулара хурлӑх куракансене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юраттӑр.

10. Славь Господа усердно и благословляй Царя веков, чтобы снова сооружена была скиния Его в тебе с радостью, чтобы Он возвеселил среди тебя пленных и возлюбил в тебе несчастных во все роды века.

Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Артистсем куракансене постановкӑпа савӑнтарчӗҫ, эпир «Нарспи» ушкӑнпа «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» юрра шӑрантартӑмӑр, икӗ фляга сӑра вӗретсе кайнӑччӗ те хӑнасене сӑйларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Концерта Чӑваш Республикин Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату ертсе пычӗ, хӑйӗн янӑравлӑ сӑвви-юррисемпе куракансене тыткӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Куракансене уйрӑмах «Салампи» тата «Ӗмӗт» ансамбльсен юррисем килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Артистсем чипер тумлӑ Ҫӑварнипе Ҫӗр-аннемӗр, юмахсенчи Емельӑпа Мыскараҫӑсем, Ҫуркуннепе Хӗл Мучи ролӗсенче пулса куракансене самай ҫунатлантарчӗҫ, хӑпартлантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗрлӗх 2587 инвалида пӗрлештерет: куҫ япӑх куракансене, суккӑрсене, сусӑр ача ҫитӗнтерекен ашшӗ-амӑшне.

Общество объединяет 2587 инвалидов: плохо видящих, слепых, воспитывающих детей-инвалидов родителей.

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Музейӗн таврапӗлӳ уйрӑмӗнчи экспонатсем те куракансене кӑсӑклантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех