Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче Мухаров хӑйӗн тусӗ патне (Макара училищӗре пӗр пӗчӗк чӑлан евӗр пӳлӗм панӑччӗ), кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ялан тирпейсӗр пулнӑ пӳлӗм тап-таса; урай, чӳрече кантӑкӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; пур-ҫук япаласене тирпейлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пысӑк фикус ҫулҫисене йӗпе тутӑрпа шӑлса тасатнӑ пулмалла: йӑлтӑртатса кӑна лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл юртан тасалса пӗтнӗ ӗнтӗ, тарӑн варсем хӗррипе кӑна юр шуралса выртать, симӗслене пуҫланӑ анасем ҫинче тӗл-тӗл ҫутӑ кӳлленчӗксем ҫӗр куҫӗсем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Урайӗнче те, стенасем ҫинче те хаклӑ кавирсем, ӑҫта ан пӑх — хаклӑ япаласем йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑвӑр та ҫӑлтӑр евӗр ҫутатса, йӑлтӑртатса тӑрӑр».

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ун ҫийӗнче сукна костюм, пуҫӗнче ялккас, уринче йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑран атӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура пӗккине йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ хӑюпа ҫавӑрса тухнӑ, ҫӳле, чи тӑррине, самаях пысӑк шӑнкӑрав ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн чӗн йӗвенӗпе кутлӑхӗ йӗс тӳмеллӗ, вӗр-ҫӗнӗ сарӑ йӗнерчӗкӗ йӑлтӑртатса кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтӑртатса тӑракан ҫап-ҫутӑ калуш тӑхӑннӑ хӗр кунта пурӗ те виҫҫӗн-тӑваттӑн кӑна.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашарах йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳллӗ тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тин ҫеҫ ҫурӑлнӑ мӑкӑнь ҫеҫки пек ҫиҫсе, йӑлтӑртатса тӑрать, Иливан ҫил ҫинче сулланса ларакан хыт хура кӑна.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑмӑллӑн калаҫса канса ларар-ха пӑртак, паян урӑх никама та ан йышӑн, Сафа, — терӗ вӑл пурин умне те ахах шӑрҫи пек йӑлтӑртатса тӑракан иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем хурса тухса.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх, малтанхи пекех картланӑ пӗве инҫетренех йӑлтӑртатса курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Пӗви те инҫетренех курӑнса йӑлтӑртатса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Сулахай енчи ҫӳлех мар ҫыран тӑрӑх — улӑх, улӑх хӗррипе — хӑвалӑх, хӑвалӑх хушшинче тем тӑршшӗ кӳлӗ йӑлтӑртатса выртать.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Сарӑ пушмакӗ электричество ҫутинче йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗр ирхине, кӑвак шуҫӑм тап-таса ҫуталса хӑпарнӑ чух, ешӗл улӑх ҫутӑ кӗмӗл сывлӑмпа йӑлтӑртатса тӑнӑ вӑхӑтра, Алимпин ывӑл ача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Улӑхра Энӗш хӗвелпе йӑлтӑртатса, авкаланса выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катьӑн сенкер куҫӗ кӑмӑллӑн йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех