Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илни (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӑй асапне курнипе савӑнакан тӑшманӗсене питлесе, темӗскер питӗ усал сӑмах кӑшкӑрса каласшӑнччӗ пуль, анчах ҫӑварӗнчен юн шарласа тапса тухрӗ, хӑйӑлтатса илни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗрин шухӑш-туйӑмне тӳрех ӑнланса илни, пӗр-пӗрне пулӑшни, ҫак икӗ чуна сахал вӑхӑтрах пит ҫывӑхлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслашшӗ сӑмахӗсене аса илни ӑна тупсӑмне тупма пулӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче халӑх та нумай, хуласем те пайтах, вӗсене тытса илни Мускав енне хӑвӑрт куҫма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патша хусах хӗрне качча илни ӗмӗрне те пулман, килӗшекен япала мар ку, — тесе шавлаҫҫӗ хирӗҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлӑнӑҫа туйса илни, хӑй вӑйне туйса илни васкама чӗнчӗ, тарма хушрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чунӑм сӑрлатса илни самантрах иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах инҫетререхре, Ухта енче, снарядсем шартлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ тата ҫӗр чӗтренсе илни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Хӑйсен автомачӗсем пурри, фашистсемпе тытӑҫса илни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя вӗсене граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче темле ҫамрӑк герой шуррисен обозӗ ҫине тапӑнса хӗҫпӑшал тата чылай ҫимелли туртса илни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑшӑ та илемлӗ сӑн-питлӗ хӗрарӑм пире пуҫласа шкулта кӗтсе илни, парттӑсем хушшине лартни асрах-ха.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ҫар операцине хутшӑннӑ май вӑл Украина ҫарӗнчи салтаксене тыткӑна чылай илни пирки асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Мана кам та пулин сыхлани, хӑй хӳттине илни вара халӗ маншӑн, ют хулара курман-илтмен ҫынсен хушшинче тӑр пӗччен (ватӑ Абхаз ҫыннине шута илмесен ӗнтӗ) туяканшӑн, пӗртте ытлашши мар.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӑлтӑрсем Сурӑхсене тӗллев палӑртма сӗнеҫҫӗ: хӑш чухне кӑтарту мар, ӑна мӗнле ҫӗнсе илни пӗлтерӗшлӗ.

Астрологический прогноз рекомендует Овнам выявить цель: иногда результат не так важен, как процесс достижения этого результата.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анлӑн иртекен слетсемпе смотр-конкурссем, кадет класӗсене шефа илни, Хӑюлӑх урокӗсем… - тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Эпӗ час ак, сирӗн хыҫҫӑнах кӳлӗ хӗрне вашлаттарса ҫитетӗп, — те карчӑкӗнчен ҫыру илни, те ҫамрӑксен вӑййи-кулли хаваслантарчӗ мучие, дача еннелле ҫулне кура мар ҫӑмӑллӑн таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кунта та Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илни тӳрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗлӗвне ӑҫта илни пирки нимӗнле уҫӑ информаци те ҫук.

Никакой открытой информации о его образовании нет.

Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34383.html

Ахӑртнех, иртнине аса илни, пепкисене хӗрхенни хурлантарчӗ пулас чунне.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӑл хальхи вӑхӑтра ку журнала Раҫҫейӗн 48 регионӗнче, ҫав шутрах - Чукоткӑра, Сахалинта та, ҫырӑнса илни ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех