Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илни (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Института аса илни Радик умне хӑйӗн ашшӗпе амӑшне кӑларса тӑратрӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Юлашкинчен, итлекенсем ыйтнипе, хӑй Хӗрлӗ Ялав орденне епле илни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Тӑван Чӑваш ҫӗршывне аса илни ӑна хавхалантарчӗ, самантлӑха ыйхӑ килни те, ывӑнни те иртсе кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Дирижер сылтӑм аллине ҫӗклесен, стена ҫинчи виҫӗ мӗлке те аллисене ҫӗклеҫҫӗ, хӗрарӑмсен хорӗ вара кӑшт кӑна сисӗнмелле сывлӑш ҫӑтса илни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Совет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхине хӑватлӑн аталанма ҫырулӑх революциччен вӑй илни те нумай пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа та наци политикине тытса пырас ӗҫре наци чӗлхисен аталанӑвне шута илни, ҫав аталанӑвӑн ҫул-йӗрне тӗрӗс ӑнланни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Куракан сывлама манса сӑнани е ассӑн сывласа илни, тӳсеймесӗр кулса яни е сиси-сисми хускалса илни — актера хавхалантарать, малашне мӗнлерех пулмаллине систерет.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче кашни ача ҫут тӗнчене килекен ҫӗнӗ ҫын наци символикин элеменчӗсемпе парне илни уйрӑмах паха.

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Унта Ф. Висенерова ҫырӑвӗ тӗрӗс пулни ҫинчен, столовӑйри йӗркесӗрлӗхсемшӗн В. Сардимирова ӗҫрен хӑтарни тата вӑл ултавлӑ майпа хӑйӗн кӗсйине чикнӗ укҫана унран каялла шыраса илни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Упӑшкаран уйрӑлни лотерея билечӗпе «жигули» выляса илни мар та, хамӑн инкек ҫинчен эп Хыркассинче янрамалӑхах шавласа ҫӳремен, — хурланарах каларӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Патька-патшана эсӗ вӑл пире епле кӗтсе илни ҫинчен каламан-и? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй килсе чӗртнӗ хӗлхем епле хыпса илни Укаслу чун-чӗрине пит савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, хӑй асапне курнипе савӑнакан тӑшманӗсене питлесе, темӗскер питӗ усал сӑмах кӑшкӑрса каласшӑнччӗ пуль, анчах ҫӑварӗнчен юн шарласа тапса тухрӗ, хӑйӑлтатса илни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗрин шухӑш-туйӑмне тӳрех ӑнланса илни, пӗр-пӗрне пулӑшни, ҫак икӗ чуна сахал вӑхӑтрах пит ҫывӑхлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслашшӗ сӑмахӗсене аса илни ӑна тупсӑмне тупма пулӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче халӑх та нумай, хуласем те пайтах, вӗсене тытса илни Мускав енне хӑвӑрт куҫма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патша хусах хӗрне качча илни ӗмӗрне те пулман, килӗшекен япала мар ку, — тесе шавлаҫҫӗ хирӗҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлӑнӑҫа туйса илни, хӑй вӑйне туйса илни васкама чӗнчӗ, тарма хушрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чунӑм сӑрлатса илни самантрах иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах инҫетререхре, Ухта енче, снарядсем шартлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ тата ҫӗр чӗтренсе илни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех