Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илем сăмах пирĕн базăра пур.
илем (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑл кулӑпа ҫиҫекенскер, чӑнах, тавралӑха илем кӳрет.

Сияющая улыбкой, и правда, украшает окружающий мир.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Кашни хӗл юртан калӑпланӑ тӗрлӗ кӳлепесем Нӗркеҫ ялне илем кӳреҫҫӗ.

В каждую зиму слепленные из снега разные фигурки украшают деревню Нюргечи.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Халӑхра ҫакӑн пек сӑн пур: капӑрлӑх, ялтӑрав, илем!

Куҫарса пулӑш

Каминке ҫыннисем валли ҫӗнӗ центр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3944432

Вӑл вокал вӗренет, илем конкурсне хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтернӗ, фитнесджампинг енӗпе иртнӗ чемпионатра призер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Газмановӑн проектне хутшӑнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/39113.html

Тӗп мероприятисем асӑннӑ уйӑхӑн 17-мӗшӗнче иртӗҫ: модӑпа илем фестивалӗ, ачасен паруслӑ регати, эндуро ӑмӑртӑвӗ, параппанҫӑсен гала-концерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хула кунӗ иртет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b5%d1%82/

Ҫуткӳл ялне Ҫутӑ кӳлӗ (ҫут ҫанталӑк палӑкӗ шутланать вӑл) илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫӳрев питӗ килӗшрӗ // Виктор БЕЛЯЕВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 88%d1%80e/

Ҫак вырӑна карта тытса илем кӗртнӗ, материалӗсемпе П.Зайцев пулӑшнӑ, вӑлах ҫакӑнти ӗҫсене йӗркелесе ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Яла илем кӗртеҫҫӗ // Людмила Тихонова. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%8f%d0%b ... %ab%d3%97/

Башньӑна ҫӳллӗ шайри ӳнерпе ӑсталанӑ пластикӑллӑ кӳлепе илем кӳрет, ҫавӑн пекех кунта Сӑваплӑ Рим импери ҫӗрӗсен гербӗсем вырнаҫнӑ; шӗвӗр тӑрӑллӑ аркӑра вырнаҫтарнӑ хапха тӑрринче хӗл чӗппи ӳкерчӗкӗсем пур.

Башню украшает фигурная пластика высокого художественного уровня, гербы земель Священной Римской империи; над воротами, помещёнными в стрельчатой арке, размещены изображения зимородка.

Карл кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 1%80%D3%97

Ӑна вӑтӑр кӳлепе илем кӳрет — ытларах енӗпе вӗсен тӗн сюжетне тӗпе хурса ӑсталанӑ.

Его украшают тридцать скульптур, преимущественно религиозного содержания.

Карл кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 1%80%D3%97

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗн артисчӗсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ // А.ИВАНОВ. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%97/

Ҫавна май территорисенче тӗрлӗрен объектсем хута кайнӑ, ялсен сӑн-сӑпатне илем кӳрсе улӑштарнӑ, ҫынсене пурӑнма кирлӗ услови туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа хӑтлӑх кӳресси — малти вырӑнта // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %82%d0%b0/

Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртнӗ.

В Чебоксарах состоялся Всероссийский конкурс красоты «Мисс туризм».

«Туризм мисӗ» илем конкурс иртнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38832.html

Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», Елчӗкри «Тарават» ушкӑнсен артисчӗсем уявӑн сумлӑ хӑнисем пулса хӑйсен юрри-ташшипе илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Уява илем кӗртекенни, пуҫтарӑннисене лайӑх кӑмӑл парнелекенни — паллах, юрӑ-ташӑ.

Куҫарса пулӑш

Кану паркӗ уҫрӗҫ // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

«Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ те ҫак уява ирттермесӗр юлмарӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ял-йыш пӗр ҫӗре — виҫӗ кас пӗрлешнӗ тӗлте чӑвашсен хитре тумтирӗсемпе пуҫтарӑнчӗ. А.Кузьмин купӑсҫӑ Шупашкартанах уява илем кӗртме мӑшӑрӗпе, Светӑпа, килсе ҫитнӗ. Иккӗшӗ те юрра-ташша ӑстаскерсем, чӑннипех те маттур. Ял ҫыннисем юрӑсем юрласа, карталанса урампа утрӗҫ. Ялта ҫак кун хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑвакансем те пулчӗҫ. Таисия Николаевна Чульмакова 98 ҫул, Александра Алексеевна Петрова 79 ҫул тултарчӗ. Вӑйӑ картине тӑнисем вӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламларӗҫ. И.Н. Кокшина вӗрентекен ҫак йӑла-йӗрке малашне те ан сӳнтӗр, малалла та аталанса пытӑр тесе сӑмах каларӗ».

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Хӑвӑра илем кӳме, сывлӑха ҫирӗплетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Наступил благоприятный период для того, чтобы заняться красотой и здоровьем.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫунат ҫапать те шӑнкӑрч, ҫуркунне Илем кӳрет кермен пек ҫурт умне.

Куҫарса пулӑш

Ленин ялта // Аркадий Лукин. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 4

Ытармалӑх сӑмах тупаймарӗ Пӗве: Пӗр-пӗрне ҫӑтасла тинкереҫҫӗ: вӗсем: Пӗр-пӗрин куҫӗнче шӑратаҫҫӗ илем.

Куҫарса пулӑш

Хӗвелпе Пӗве // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8135.html

Ҫав хушӑрах Ермекей районӗнчи «Илем» художествӑлла юрӑ коллективӗ тата Оренбург облаҫӗнчи «Светлая мечта» художествӑлла юрӑ коллективӗ уява хутшӑнма кӑмӑл туни те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624

Илем кӳме пӗлӗччӗ ун ӑшчиккине Ирина.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех