Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗшне (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Матвей Александрович, иккӗшне те комсомол ретне илмелле вӗсене, — тӳсеймесӗр персе ячӗ Хрестук.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тем килсех ҫӳреми пултӑн-ха, Хветут, пирӗн пата, — тулли черккесене тыттарчӗ вӑл карчӑкӗпе иккӗшне.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар туртасем хушшине кӗрсе тӑчӗ, иккӗшне икӗ аллине илсе, ҫул еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та ҫамрӑксем вӗсене иккӗшне те пӗр пекех кӑмӑллаҫҫӗ, пӗр танах хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти яш-кӗрӗмсем пулас кӗрӳпе юлташне, чаппанпа хупласа, тӑнсӑр пуличчен хӗненӗ, юлашкинчен иккӗшне те картиш урлӑ юр ӑшне ывӑтса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иккӗшне лаша сутаканнипе туянаканни ҫӗклерӗҫ, виҫҫӗмӗшне, алӑ уйӑраканӗ тесе, Энтрее чӗнсе илсе тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Выляссинчен ытла Тарье вӗсене иккӗшне та яланах мӗн те пулин ӗҫ тупса парать.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пасар курса ҫӳренӗ май вара каччӑ хӑй куҫ хывнӑ хӗрпе калаҫса каять, ыттисем вӗсене кансӗрлемеҫҫӗ, кирлӗ пулсан иккӗшне юри пӑрахса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хупса лартмарӗҫ ывӑлӗпе иккӗшне, ҫавӑ паха.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял тавра ҫаврӑннӑ тата кӑшт уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мамич-Бердей ҫапла шутланӑччӗ: ҫӗнӗ хан вӗсене, Усеин-Сеитпа иккӗшне, туслӑ калаҫӑва чӗнет пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухтарӑр вӗсене иккӗшне те!

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫара алпа тилхепе тытасси пулмасть сиртен тесе ват ҫынсене иккӗшне пӗр ҫунана шӑналӑк айне персе чикрӗҫ, урисене те улӑм айне туса шӑналӑкпа чӗркерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эмине вӗсене иккӗшне икӗ чӗл ҫӑкӑр тата пӗрер ҫӗклем кив тумтир тыттарчӗ те кунта вырӑн ҫук тесе мунчана кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене, Мстиславскипе иккӗшне, касимовецсемпе пӗрле хӗвел анӑҫ енчен тапӑнса кӗме каласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар княҫӗсенчен иккӗшне хулана ячӗҫ, вӗсем те нимле ырӑ хыпар та илсе килеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княҫсемпе мӑрсасем хушшинче тахӑшӗ сӑмах сарма ӗлкӗрнӗ те иккен — вӗсене, Кучакпа иккӗшне, савнисем туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хӗрхенекенсен, вӗсене ывӑлӗпе иккӗшне ырӑ сунакансен йышӗ кунсеренех ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юр ҫусан, эпир вӗсене иккӗшне каллех утара илсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Иккӗшне те лупас айне лартрӑмӑр, шӑши тытнӑ чух сыхласа ларма клевер уйне кӗрепле шӑчӑсем туса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех