Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗшне (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек пурӑнма, паллах, иккӗшне те кичем.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗшне те чӗн пушӑ ҫеҫ кирлӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пӗлтӗрхи Сурӑм пуххинче Сурӑмпуҫӗн пурлӑ-ҫуклӑ хӗрӗсенчен иккӗшне вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗлтӗр эп чавнӑ йӑрансене иккӗшне те хӑй картине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Панель Лашманов ҫинех татӑлса аннӑн, пӑрӑх Григориупа Турунова иккӗшне те харӑсах лапчӑтса хунӑн курӑнса кайнӑ хӑраса ӳкнӗ ҫыннӑн куҫне.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Телее, эпир часах Григориупа Турунова иккӗшне те чӗрӗ-сывӑ куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсенчен иккӗшне туса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Ҫӗрле вуниккӗре будильник йӗкӗрешсене иккӗшне те вӑратрӗ, анчах хальхинче Настьӑн черечӗ пулчӗ.

В двенадцать ночи будильник разбудил обеих сестер, но в этот раз была Настина очередь.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Таранов иккӗшне каялла илсе хучӗ, пӗрне, сап-сарӑ антоновкӑна, сӑмса тутрипе шӑла-шӑла тасатса ҫатӑрт! ҫыртрӗ: панулми ҫисен шыв ӗҫес килни иртсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ҫав вӑхӑтра шӑл ыраткаланӑ тата, иккӗшне, лӑканаканнисене, ҫиппе ҫыхса туртса кӑларма та ӗлкӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн малалла мӗн те пулин калаҫма иккӗшне те питӗ йывӑр пулчӗ, Валерия Ивановна темшӗн портрет ҫинчен ыйтса пӗлме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Иккӗшне те чӗркуҫҫирен аяларах татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫиле май тӑнӑскер, ҫав самантра пӗвӗпе хӑй ҫумӗнчи хурӑн евӗрлех туйӑнчӗ: вӗсене иккӗшне те ҫил тулама тӑрӑшрӗ, иккӗшӗн тумне те пӗр еннелле вӗҫтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ иккӗшне те пӗрер пирус патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Аня кукӑльсем питӗ тутлипе вӗсене иккӗшне те ҫисе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автоинспекци тӗлне ҫитсен, Петрянкин шоферпа «майора» иккӗшне те начальник патне кӗме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫак оперӑсен литературӑллӑ либретисене иккӗшне те Александр Алга ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Асатте нумай шухӑшласа тӑман: вӗсене иккӗшне те юхан шыва ҫӗкле-ҫӗкле пенӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Иккӗшне пӗр харӑс сӗтӗрме, йӑтма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех