Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавах ҫӑмӑлрах пулатчӗ ӑна, пӗчченҫе, вӑрҫӑра пӑрахса хӑварнӑ тӑлӑха…

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни кун тенӗ пек ун патне салтак арӑмӗсем ҫӳрерӗҫ, вӑрҫӑра ӑнсӑртран хӑйсен упӑшкисене, ывӑлӗсене, ашшӗсене е пиччӗшӗсене курман-и тесе тӗпчерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атте вӑрҫӑра, аннене окоп чавма илсе кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ вӑл тӗплӗн, аслисем пек курӑнас тӗллевпе ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсенчен чи мала Ваҫилен пӗртен-пӗр юратӑвне, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ Ванюша хумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Шӑпах ҫавӑн пек хӑюллӑ, йывӑрлӑхсенчен, тӑшмансенчен хӑраманскерсем Ҫӗнтерӗве туптанӑ та иртнӗ вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра 1941—1945 ҫулсенче ҫӗнтерӳшӗн ҫапӑҫнӑ, гвардии лейтенанчӗ миномет ротин командирӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартса пуҫ хунӑ ҫынсене сума суни пархатарлӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланнӑ вӑрҫӑра Осиека тупӑсенчен персе самай аркатнӑ пулнӑ.

В начавшейся за этим войне Осиек серьёзно пострадал от обстрелов.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Унтан килнӗ хурав тӑрӑх, Николай Федотов вӑрҫӑра пулман пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Вӑл пире вӑрҫӑра пулни-иртни пирки каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Асӑннӑ акци тӗллевӗ – вӑрҫӑра пуҫне хунисене пурне те аса илесси, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне хисеплесси, наци культурисене хисеплесси, терроризма хирӗҫ тӑма пӗрлӗхлӗ пуласси ҫинчен пӗлтересси.

Цель данной акции – вспомнить обо всех погибших в войнах, а также донести мысль о том, что мы должны уважать друг друга, уважать национальные культуры, что для противодействия терроризму мы должны быть едины.

"Шурӑ тӑрнасен кунӗ" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... si-3489619

Чӑн-чӑн пурнӑҫ вӑрҫӑра, вилӗм кунне темиҫе хут ӑна хӑратса тӑнӑ чух пулнӑ тата хальхи, вӑл Оля сӑнне журнал страници ҫинче курнӑ каҫранпа пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав культ тата унпа ҫыхӑнса тӑракан япаласем пулман пулсан, эпир вӑрҫӑра та юн сахалтарах тӑкнӑ пулӑттӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӗсем хӑйсем вӑрҫӑра иккенне те, пӗр-пӗрине пурнӑҫра иккӗмӗш хут ҫеҫ тӗл пулнине те, вӗсен кӗҫех уйрӑлса каймаллине те, пурнӑҫ шӑпи хӑйсене тепӗр хут тӗл пултарас е тӗл пултарас ҫуккине пӗлменни ҫинчен те манса кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче пулнӑ воин-ветерансен совечӗн округри председателӗ Н.И.Смирнов тата ветерансем вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Германи ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑ Совет ҫарӗсене кӑларнӑ кун ячӗпе августӑн 31-мӗшӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ Комсомольскинчи палӑк умӗнче савӑнӑҫлӑ митинг пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех