Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑра халӑх хытнӑ, усалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ вӑрҫӑра вилтӗм, эсӗ вара ху ирӗкӳпе вилӗм шыратӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑра мар, пуҫ ҫине капланнӑ вилӗм пӗлӗчӗ айӗнчи хӑрушлӑхра мар, мирлӗ пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑра вилнӗ салтак, тӑлӑх арӑма хӑратса, тӗтӗмпе тӗтре ӑшӗнче ҫухалчӗ, темле паллӑ мар вӑй ӑна Ваҫиле патӗнчен туртса каять.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Людоговкӑра ӳсӗр смершевецсем патриотла хавхаланупа каччисем вӑрҫӑра вилнӗ икӗ ватӑ хӗре мӑшкӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асӑну иртсе кайсан хӗрарӑмсем ӗҫме-ҫимене хапха хыҫне тухса тӑкрӗҫ, вӑрҫӑра вилнисен ячӗсене асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑра вӗлернӗ, ют ҫӗрте пытарнӑ ывӑлсене — Ваҫлие, Ванюша, Сашана асӑнса юпа хатӗрлеме пулӑшсам пире.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк пӗтӗмпех ишӗлсе анчӗ — виҫҫӗшӗ те ҫав ылханлӑ вӑрҫӑра юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн упӑшка вӑрҫӑра вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кампа ҫуратас манӑн, упӑшка вӑрҫӑра вилнӗ пулсан? — хӗрарӑм куҫӗсене аллипе хупласа юри ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кӗҫӗн Йӑмраллӑра мӗнпурӗ ҫӗр ҫурт та пулмасть, ҫавах Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вун виҫӗ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ, — Нюҫҫа ку инкеке хӑйӗнни пекех йышӑнни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑнланатӑн-и — Чалӑш Трофимӗн вӑрҫӑра виҫӗ ывӑлӗ те вилнӗ — Павӑл, Тимахви, Саша.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавах ҫӑмӑлрах пулатчӗ ӑна, пӗчченҫе, вӑрҫӑра пӑрахса хӑварнӑ тӑлӑха…

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни кун тенӗ пек ун патне салтак арӑмӗсем ҫӳрерӗҫ, вӑрҫӑра ӑнсӑртран хӑйсен упӑшкисене, ывӑлӗсене, ашшӗсене е пиччӗшӗсене курман-и тесе тӗпчерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атте вӑрҫӑра, аннене окоп чавма илсе кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ вӑл тӗплӗн, аслисем пек курӑнас тӗллевпе ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсенчен чи мала Ваҫилен пӗртен-пӗр юратӑвне, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ Ванюша хумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Шӑпах ҫавӑн пек хӑюллӑ, йывӑрлӑхсенчен, тӑшмансенчен хӑраманскерсем Ҫӗнтерӗве туптанӑ та иртнӗ вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех