Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти ӗҫне пӗтерсен, Хӗветӗр чи аякри йӗтем ҫине, Ташкискен ҫӑлӗ патнелле анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачасем анса ан кайччӑр тесе хупларӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл темле тӗттӗм шӑтӑка анса кайрӗ те тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин хыҫҫӑн теприне пуҫ урлӑ йӑта-йӑта ҫапрӗ вӑйлӑ Эрхип, анчах ҫав хушӑра темскер килсе ҫапнипе куҫӗ хуралса килчӗ те, вӑл, чӑнкӑ ҫыран ҫинчен сулӑнса, ҫырманалла кусса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тислӗклӗ вырӑнсенче, анса ларас хӗвелӗн сарӑ ҫутинче, каҫхи ӳпре-шӑна кӗтӗвӗсем пӗр сассӑр явӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел анса ларас патнех ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри тӑванӗ килнишӗн хӗпӗртенӗ Сантӑркка, нӳхрепе анса, тӑварланӑ хӑяр, шур кӑмпа, услам ҫу илсе тухрӗ, сӑмавар хупкӑчне уҫса, шурӑ питшӑлли ҫине теҫетке ҫӑмарта хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Кашнинех хӑйӗн асапӗ пур халь, эп мӗне кирлӗ вӗсене?» — терӗ те Ҫимун, кукӑр-макӑр сукмакпа пӑркаланса, ялалла анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ту ҫинче анса юлчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, вӑхӑт-вӑхӑт урапа ҫинчен шӑвӑнса анса, ытти лавсемпе юнашар утать, ут таврашсене тыткаласа тӗрӗслет, юсакалать, ҫамрӑк лавҫӑсем шӑрӑхра тӗлӗрсе-ҫывӑрса ан кайччӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр тӗпне анса каяс патне ҫитнӗ ҫавӑн чух ҫамрӑк учительница.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл шӑтӑкран тапаланса тухрӗ те, тӳрех ҫыран хӗррине анса, Атӑла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кравать ҫинчен хуллен анса тумланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваҫли ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, кравать ҫине анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех унӑн пырне ҫунтарса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Касмухха шӑп ҫак вӑхӑтра персе ҫитрӗ те, трантас ҫинчен анса, Платуна асаплантарнӑ ҫӗре пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нӳхрепе анса кайнине курсан ҫеҫ Платун сехри хӑпрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ урама кӗрсен Богданов, трамвай ҫинчен анса, ювелир патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пархатарсӑр ҫанталӑкран пытанас шутпа Ҫтаппан пичкесем хушшине анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ пырсан ҫӗлен хӑех ҫӑмартасем ҫинчен анса йывӑҫсем хушшине шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех