Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку таврари халӑхсен Ким ӑстисем пур пулас.
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пирӗн республикӑра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ.В нашей республике пройдет фестиваль национальной кухни народов Поволжья.
Наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34550.html
Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 18-21-мӗш кунӗсенче Шупашкарта «РЕЛАВЭКСПО-2023», пӗтӗм халӑхсен хушшинчи курав иртет.
Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha
Эпир паян кунччен ахаль ҫын прависене ҫирӗп хӳтӗленӗ, халӑхсен туслӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑнӑ (тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаттӑмӑр пулин те, пӗр сиплӗ сывлӑшпа сывлаттӑмӑр) чи пысӑк патшалӑхра — Совет Союзӗнче -пурӑнтӑмӑр.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Тӗнчери халӑхсен 98 проценчӗ таран ҫак чирпе аптӑраҫҫӗ.
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
Олег Мустаев, Халӑх Фрончӗн Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла юхӑмӗн регион штабӗн сопредседателӗ пулнӑ май, Ульяновск облаҫӗнчи тӗрлӗ халӑхсен автономийӗсен ӗҫне йӗркелессинче те хӑйӗн тӳпине хывнӑ.
Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/
Красноярск крайӗн Правительствин общество ҫыхӑнӑвӗсен управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Рашит Рафиков делегатсене Красноярск крайӗнче халӑхсен пӗрлӗхне еплерех ҫирӗплетни ҫинчен каласа панӑ.
Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn
Студентсене Раҫҫейри тата тӗнчери халӑхсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен истори опычӗпе паллаштаратӑп.
Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.
Ҫак адреспа пирӗн халӑхсен ҫулпуҫӗ тата учителӗ В. И. Ленин патне телеграммӑсемпе ҫырусем пиншерӗн килсе тӑнӑ.
Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.
Иртнӗ ҫул патне таврӑнса, хисеплӗ ӗҫтешсем, республика Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне паха тӳпе хыврӗ тесе калас тетӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Проектсен ҫак тематикӑпа килӗшсе тӑмалла: Раҫҫейри халӑхсен культури, йӑли-йӗрки; паттӑр тантӑшсем, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем; Раҫҫейри ҫӗнӗ технологисем; шкул ачисен патриотизмла воспитанийӗ тата общество пурнӑҫӗ; ачасемпе ҫамрӑксен профориентацийӗ, хушма пӗлӳ; ҫӗнӗ цифра тапхӑрӗнчи ачасемпе ҫамрӑксем, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата ачасене интернетра хӑйсене тытма вӗрентесси; телейлӗ ачалӑх чикки.
Пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d0%bf%d1%8 ... ba%d1%88e/
Халӑх артисткин Надежда Бабкинан, «Русская песня» ансамблӗн тата ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхсен коллективӗсен пултарулӑхӗпе киленме ентешсем кӑна мар, кӳршӗ районсенчен те хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.
Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra
— Ытти халӑхсен йӑлисене тиркесе ҫӳреме сан нимле тивӗҫ те ҫук, ҫӗрпӳ, — хӑюллӑн калаҫрӗ Тукай.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак эрнере республикӑри ГСВГ ветеранӗсем Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пухӑнса 5 ҫулхи пӗрлехи ӗҫе пӗтӗмлетнӗ.
Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche
2015 ҫулхи К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчен те нумаййине кӗтетпӗр: чӑваш литературин классикӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче анлӑрах сарасса, Чӑваш Енӗн историпе культура еткерлӗхне сыхласа хӑварма майсем туса парасса, республикӑн ятне-сумне ҫӗклессе, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессе тата ыттине те.
Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ева Лисина чӑвашла ҫырнӑ пьесӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ «Халӑхсен туслӑхӗ» орденлӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авторне вырӑсла куҫарттарса премьерӑра ҫак чӗлхепе кӑтартса панинчен мӗн тӗлӗнмелли пур?
«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.
Пирӗн патша пур халӑхсен юрри-сӑввисене итлесшӗн, ташланине курасшӑн пулнӑ, тет.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Сахал йышлӑ халӑхсен кино ӗҫӗсене кӑҫал Евгений Цымбал кинорежиссер, сценарист тата актер ертсе пыракан ушкӑн /Мария Семенова кинокритик, режиссер тата продюсер, Маргарита Гартфельдер журналист/ хаклӗ.
Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.
Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.
Ҫапла ҫирӗплетсе калама, акӑ, мӗн хистерӗ: сахал йышлӑ халӑхсен Шупашкарта иртекен саккӑрмӗш кинофестивалӗ, умӗнхисемпе танлаштарсан, чӑнласах сӑпайлӑн уҫӑлчӗ.
Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.