Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыв сăмах пирĕн базăра пур.
шыв (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те - юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑвашгидрометеоцентр пӗлтернӗ тӑрӑх - ейӗве каякан ҫурхи шыв нумай ҫул каяллахи вӑтам шайран ҫӳлерех ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав об Ҫурхи ейӳ сӑлтавӗсене сирме, шыв кӳрекен инкеке пӗтерме республикӑн укҫа резервӗн фондӗнче - 153515 пин, инкеке пӗтерме кирлӗ япаласен фондӗнче 145257 пин тенкӗ пӑхса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ейӳ сарӑлнӑ тапхӑрта пӑрӑхсем витӗр шыв пӗр чӑрмавсӑр юхса тӑтӑр тесе гидрохатӗрсене тӗпрен юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шыв-шур ейӗве каяссине пӗлсе тӑрса об Этем пурӑнакан вырӑнсене шыв ан илтӗр тесе 2015 ҫулта 13350 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кашни хуҫалӑх суб - Ҫурхи шыв гидросооруженисене ҫӗмӗрес, ейӗве кайса ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене илес хӑрушлӑх кашни ҫуркуннех пур.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тирпей-илем кӗртмелле, урамсенчи ҫулсене пӑхса тӑмалла, шыв пӑрӑхӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ-и, пушар машини яланах юсавлӑ-и...

Заниматься благоустройством, смотреть за дорогами на улицах, хорошо ли работают водопроводы, всегда ли исправна пожарная машина...

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑл унта «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» чӑваш халӑх юррипе палӑрса конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрне тухма тивӗҫнӗ.

Он там отличился с чувашской народной песней "Журчит вода" и удостоился выйти во 2-ой тур.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кил картишӗнчех чи малтанах ҫавра тӑрӑсен кӳлеписене ӑсталарӑм, шыв сапса, сӑрласа хытартӑм.

Прям во дворе сначала смастерил купола, залил водой, покрасил, укрепил.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кам юр купаларӗ, тепри шыв сапрӗ.

Кто снег возводил, кто водой поливал.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Часах пирӗн шыв ай киммисем те тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫак йышри Б-36, Б-59, Б-130 тата Б-4 шыв ай киммисем Виталий Агафонов пӗрремӗш рангри капитан ертсе пынипе Саргас тинӗсне ҫула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Дизель шыв ай киммисенчен тӑваттӑмӗш эскадра карапӗсене суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

США Кубӑна тинӗс енчен блокадӑланине хирӗҫ Н.С.Хрущев Кариб тинӗсне шыв ай киммисене кӗртме хушу панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Малалла эпӗ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлӑ награда шутланакан «За дальний поход» паллӑпа чыслама тӑратнӑ архив справкинчи йӗркесене илсе кӑтартасшӑн: «1962 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Асӑннӑ кимӗ 1962 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Куба утравӗ ҫинче ятарлӑ задани пурнӑҫланӑ».

Далее я хочу показать вам строчки из архивной справки о предоставлении на чествование самой значимой наградой среди моряков «За дальний поход» Григория Лаврентьевича: «С 28 сентября 1962 года Г.Л. Гаврентьев служил на дизельной подводной лодке. Указанная лодка с 1 октября по 7 ноября 1962 года на острове Куба выполняла специальное задание».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ун хыҫҫӑн службӑна малалла Мурманск облаҫӗнчи Полярный хулинче дизель шыв ай кимми ҫинче тӑснӑ.

После продолжил службу на подводной лодке в городе Полярный Мурманской области.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ял халӑхне шыв ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарнӑ.

Деревенский народ волновала лишь проблема отсутствия воды.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Апачӗ питӗ чухӑн: пашалу тата шыв.

Еда очень скудная: лепёшки и вода.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех