Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экономика тата пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Марина Павлова уйрӑм хуҫалӑхсенчи ӗнесен йышне сыхласа хӑварас ыйтӑва хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Акци вӑхӑтӗнче наркотике ӑҫта сутнине пӗлтернисӗр пуҫне, унпа айкашакансене сиплеме, специалистсемпе канашлама тата ытти ыйтӑва сӳтсе явма пулать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн тӗп тӗллевӗ - наркопреступленисем пирки пӗлесси, наркопритонсемпе наркотик хутӑшӗсен саккуна хирӗҫле ҫаврӑнӑшне чарса лартасси, ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ чухне ҫынсене явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кӳкеҫрен ҫаврӑнса каймалли трасса туни ку ыйтӑва татса пама пулӑшнине те асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Енчен те электросетьсене пӑхса тӑракан организацисем ыйтӑва татса пама тӑрӑшмасан суда памалла – сӗнӳ пачӗ Владимир Вершинин.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Производство ӗҫне пуҫарса ярас ыйтӑва татса парассипе тимлеҫҫӗ халӗ – ҫакна пӗлтерчӗ министр.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мӑшӑрӗсем пӗчченех хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ, ачисене ҫитӗнтереҫҫӗ, кил-тӗрӗшри мӗнпур ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫук, вӗсем ыйтӑва татса пама тӑрӑшмаҫҫӗ.

Нет, они стараются решить вопрос.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

– Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шӑпах ҫак ыйтӑва хускатас терӗмӗр Турханти врач амбулатори йӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗпе, «Ҫулталӑк ҫынни - 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫипе А. Кольцовпа.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Уйрӑм шкулсене хупас ыйтӑва шута илсен, ҫакӑ шкул ачисене автобуссемпе илсе ҫӳрессипе, профильлӗ пӗлӳ парассипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

— Районта усӑ курман ҫӗрӗн кашни тӑваткал метрне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессе шанса тӑратӑп, — терӗ С. Артамонов канашлура ҫак ыйтӑва ҫивӗчлетсе.

Куҫарса пулӑш

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫитес пилӗк ҫулта вара 2 сменӑпа вӗрентессине пӑрахӑҫлас ыйтӑва татса памаллах.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Канашлура ҫавӑн пекех тӑлӑх ачасене ҫемьесене вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Светлана Арсентьева пуҫлӑх отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑран чылай ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тивет.

Многие вопросы приходится решать незамедлительно, исполняя обязонности начальника Свеланы Арсентьевны, когда она в отпуске.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Улатӑр, Пӑрачкав, Шупашкар, Куславкка районӗсенчи пуҫламӑш организацисем ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсемпе пӗрле асӑннӑ ыйтӑва татса памашкӑн пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пур ыйтӑва та вӑхӑтра татса парать, кирлех пулсассӑн ыттисене те пулӑшма вӑхӑт тупать.

Все вопросы решает вовремя, если нужно, то находит время помогать другим.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

М.Игнатьев райадминистраци пуҫлӑхӗнчен иккӗшне хире-хирӗҫ лартма, кирлӗ пулсан чей ӗҫтерсе парӑмпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех