Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑрсӑр ҫапӑҫу пынӑ, хӗрсе кайсах, шӑл ҫыртса туранӑ пӗр-пӗрне.

Идет отчаянный бой, кипит рукопашная сеча.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӗтӗр-шакӑр ачасем шӑтӑкӑн пӗр енӗпе ывӑтса тултарнӑ нӳрӗ тӑмлӑ тӑпра ҫинче кӗшӗлтетеҫҫӗ; казаксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ та тыткӑна илнисене вӗлерес пирки хӗрсе сӑмахлаҫҫӗ, хӗрарӑмсем хурланчӑклӑн пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.

Ребятишки топтались по сырому суглинку насыпи, накиданной с одной стороны ямы; казаки, сходясь, оживленно обсуждали предстоящую казнь; бабы горестно шушукались.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кирлӗ те мар ӑнлантарма! — хӗрсе кайрӗ Григорий.

— Мне нечего втолковывать! — загорячился Григорий.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Питех тавлашасси килмерӗ унӑн, анчах сӑмах Каледин ҫине ҫитсен, чӑтаймарӗ, вут пек вӗриленсе кайрӗ те, ӗлӗк чи хӗрсе кайнӑ самантсенче хӑтӑрнӑ пекех, Григорие кӑшкӑрса тӑкрӗ, уксах урипе те темиҫе хут тӑпӑртатса илчӗ.

В спор вступил неохотно, но разгорелся, защищая Каледина, — в горячую минуту попрежнему прицыкнул на Григория и даже хромой ногой затопотал.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӑрхаса лачкам тара ӳкнӗ Голубов, кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ та, хӑй ертсе пыракан 27-мӗш полкри ретсем хушшипе ӑшталанса ҫӳрет, хӗрсе кайсах янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрашать:

Багровый, вспотевший Голубов, в распахнутом полушубке, перебегал вдоль двинувшихся цепей своего 27-го полка, металлическим накаленным голосом кричал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрсе кайрӗ казах; сур халӗ ун ҫине — тӳрех чашлатма пуҫлать.

Распалился казак, плюнь на него — зашипит.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир шухӑшламанран инкек курса ларатпӑр та! — хӗрсе кайрӗ Гришака асатте.

— То-то и беда, что ничего не думаете! — горячился дед Гришака.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳлӗмре Дроздовпа Подтелков тем пирки хӗрсе кайса тавлашни ун хӑлхине кӗмесӗр юлчӗ.

И не слышал, о чем спорили Дроздов с Подтелковым в комнате.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ырӑ урхамах ҫул ҫинче чӑрмав тӗл пулсан, хӗрсе кайса, пӗр вырӑнта тӑраймасть, Сергей те ҫаплах урӑх ларма та, калаҫма та пултарайман.

Как хорошая скаковая лошадь, увидев препятствие, горячится и не может стоять на месте, так и Сергей уже не мог ни сидеть, ни разговаривать.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шкул умне хӗрсе кайнӑ лашасем пыра-пыра чарӑннӑ, ҫуна ҫинчен ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫынсем анса, шкула кӗнӗ; юланутсем виркӗне-виркӗне пынӑ, — пур енчен те кунта халӑх пухӑннӑ.

У подъезда останавливались сани, запряженные разгоряченными лошадьми, и приехавшие шли гурьбой в школу; подлетали всадники, — со всех улиц сюда стекался народ.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Музыкантсем шӑннӑ, вӗрсе хӑпартнӑ питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ, трубисенчен пӑс йӑсӑрланнӑ, анчах каласса вӗсем хӗрсе каланӑ, оркестр сассине илтсе площаде ватти-вӗтти пурте пухӑннӑ.

Музыканты замерзли, надутые щеки покраснели, из труб валил пар, но, играли они воодушевленно, услышав звуки оркестра на площади собрались и стар и млад.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кӳрентерет мана Сергей! — терӗ хӗрсе кайса Савва.

— Обижает меня Сергей! — волновался Савва.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Епле апла — ҫуррине кӑна? — терӗ хӗрсе кайса Рагулин.

— Как же так — половину? — горячился Рагулин.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ахаль те ҫивӗч лару-тӑру пушшех хӗрсе кайрӗ.

Сгущалась наэлектризованная атмосфера.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав тӑрлавсӑрлӑха пула корпуспа Туземнӑй дивизи чаҫӗсенче урӑм-сурӑм пӑтрашуллӑ пурнӑҫ тапраннӑ; тӗлсӗр, час-часах тата пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман распоряженисем пани ахаль те хӗрсе ҫитнӗ лару-тӑрӑва пушшех ҫивӗчлетсе янӑ.

Все это создавало неразбериху, бестолковые, зачастую несогласованные распоряжения, накаляло и без того напряженно-нервную атмосферу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрсе кайнӑ асфальт, бензин, ҫывӑхри тинӗсӗн тӑварлӑ шӑрши сарӑлнӑ; хӗрарӑмсем сапӑнакан духисен черченкӗ те уҫӑмсӑр шӑршипе пӗрле халӑх йышлӑ пурӑнакан кашни хулари евӗрлех уйӑрса илмелле мар тем тӗрлӗ шӑршӑсен хутӑшӗ сӑмсана кӑтӑклантарать.

Пахло нагретым асфальтом, перегаром бензина, близким морем, волнующим невнятным запахом дамских духов и еще какой-то разнородной неделимой смесью запахов, присущей всякому многолюдному городу.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытлашши хӗрсе кайнӑ Аникушка, темӗнле акӑш-макӑш хӑтлӑ ҫаврӑм тума хӑтланса, кучӗпе кӑвайт ҫине кайса ларнӑ хыҫҫӑн тин чарӑнчӗҫ.

И кончили, только когда вломавшийся в раж Аникушка, во время одного необычайнейшего по замысловатости колена, упал задом на огонь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӳпӗничченех вӑрҫса тӑрантӑмӑр! — сасартӑк хӗрсе кайрӗ Грязнов.

Хлебнули через край! — вспыхнул неожиданно Грязнов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутор атаманӗ Кирюшка Солдатов (вӑрҫӑра вӗлернӗ Маныцков вырӑнне юлнӑскер), хӗрлӗ мӑйӑхлӑ, чапрасрах куҫлӑ чанккамас казак, хӑйне ытла та тӑвӑнчӑклӑн тытрӗ; лавкка умӗнче хӗрсе кайнӑ шавлӑ калаҫӑва те-еплерен ҫеҫ хутшӑнкаласа, чалпашшӑн пӑхакан куҫӗсене казаксен пичӗсем тӑрӑх шутарчӗ, хушшӑн-хушшӑн хыпӑнчӑклӑн ҫухӑрашса ҫатӑлтатрӗ:

Хуторской атаман Кирюшка Солдатов (преемник убитого Маныцкова), большой рыжеусый и чуть раскосый казак, был подавлен, в разговоре, оживленно закипевшем у лавки, участия почти не принимал, ползал косыми глазами по казакам, изредка вставляя растерянное восклицание:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ, ыттисем хӗрсе кайса калаҫнине пурне те илтрӗ пулин те, сӑмахсен пӗлтерӗшне пуҫра тытса юлаймарӗ.

И разговор, достигая слуха, уже не проникал в его сознание.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех