Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗнесе минтретнӗскерсем, вӗсем тусанлӑ ҫул тӑрӑх тӑрса тухнӑ, хутран-ситрен йӗри-тавралла хӑравҫӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Испуганно озирались по сторонам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Восстани пуҫлансан, пур урамсене, пӗтӗм местечкӑна, вӑл шутра ҫак лечебницӑна та, ӳсӗр бандитсем хӑйсен аллине ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Узнала, что все улицы и все местечко, в том числе и эта лечебница, окружены пьяными бандитами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Унсӑрӑн ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Иначе окружат.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кӗреҫе сухал ямшӑк юлташӑн та тутисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.

Наш кучер, старик бородач т. Микита, и тот снисходительно ухмылялся на выходку Федора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тути хӗррисем ниепле чарма ҫук чӗтресе, кӑрт-кӑрт туртӑнкаласа илеҫҫӗ.

Непослушные губы передергивались и дрожали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ягуара тытса хӑтланнӑ ҫӗрте пулнисем ҫакӑ камӑн пульки пулнине ҫӑмӑлах чухласа илеҫҫӗ.

Те, кто участвовал в охоте на ягуара, без труда догадываются, чья это пуля.

ХСV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Айӑпланакан ҫыннӑн куҫӗсем каллех Кольхаун ҫине пӑхса илеҫҫӗ, лешӗ хӑраса халӑх хушшине пытанать.

И тот, кто клялся в этом, не посмел бы этого сказать, если б я имел возможность вызвать его на дуэль.

LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Умлӑ-хыҫлӑн пырса тӑрса, суд членӗсене хупӑрласа илеҫҫӗ.

Вытянувшись гуськом, они с трех сторон цепью окружают членов суда.

LХХХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кассий Кольхаун тата унпа юнашар тӑракан пӗр виҫ-тӑватӑ пограничник ӗненмен пекле кулкаласа илеҫҫӗ.

Кассий Кольхаун и несколько местных жителей, стоящих рядом с ним, недоверчиво усмехаются.

LХХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫав икӗ палачах ун вӗҫне ярса илеҫҫӗ.

Те же два палача хватают свободный конец.

LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем пӗр йывӑҫа суйласа илеҫҫӗ те тавлаша пуҫлаҫҫӗ.

Вот они выбрали дерево и стали спорить.

Пуртӑпа пӑчӑкӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑлатсем сывлӑшра сарлака ункӑсем туса илеҫҫӗ е спираль туса явӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Слетевшись в стаю целой сотней, они описывают в воздухе широкие круги или же вьются спиралью.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем хӑйсен чӗлхипе темӗскер калаҫса илеҫҫӗ.

Поговорили по-своему.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Татах ҫурмаран кассан та, ҫавах пулать: темӗн чухлӗ татӑк тусан та, пӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗрне туртса илеҫҫӗ, тепӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗринчен тараҫҫӗ.

И еще разруби — то же будет, и еще руби сколько хочешь — все то же будет: одинакие концы будут отворачиваться, разные цепляться.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Магнит татӑкне ҫурмалла татсан, каллех вӑл татӑксен пӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗрне туртса илеҫҫӗ, тепӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗринчен тараҫҫӗ.

Если одну магнитную палочку разрубить пополам, то опять каждая половинка будет с одной стороны цепляться, а с другой отворачиваться.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Икӗ магнит татӑкне пӗр-пӗрин патне илсе пырсан, вӗсен пӗр вӗҫӗсем пӗр-пӗринчен тараҫҫӗ, тепӗр вӗҫӗсем пӗрне-пӗри туртса илеҫҫӗ.

Если два магнита сводить концы с концами, то одни концы будут отворачиваться друг от друга, а другие будут сцепляться.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав хут-ҫӗлене илеҫҫӗ те, ҫипӗнчен тытса, ҫиле хирӗҫ чупса каяҫҫӗ.

Потом возьмут змей, разбегутся на ветер и пустят.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ултӑ хӑйӑ илеҫҫӗ, вӗсенчен иккӗшне хӗреслесе ҫыхаҫҫӗ, тӑваттӑшне ҫав хӗресӗн тӑват енчен ҫыхаҫҫӗ.

Свяжут крест из двух лучин и кругом креста обвяжут еще четыре лучины.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӑр ирӗлнӗ чухне е шывран пӑс пулнӑ чухне сывлӑшри ӑшша шывпа пӑр туртса илеҫҫӗ, сывлӑш вара сивӗнет.

А когда из льда делается вода, а из воды делается пар, то тепло из воздуха выходит в воду и в пар — и воздух становится холоднее.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йывӑҫсем, курӑксем, ҫӗр ҫинче ӳсекен ытти япаласем пурте сывлаҫҫӗ, анчах вӗсем эпир сывлӑша кӑкӑрпа туртса илнӗ пек туртса илмеҫҫӗ, мӗнпур ҫулҫисемпе, мӗнпур ҫамрӑк хупписемпе сывлӑша ӗмсе илеҫҫӗ.

Деревья, травы и все растения тоже дышат, только они не втягивают в себя воздух, как мы втягиваем грудью, а вбирают его всеми листочками и молодою корой.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех