Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Патшалӑх влаҫӗн органӗсен чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри — халӑха синкерсенчен сыхласси. Эсир кирек мӗнле экстремаллӑ лару-тӑрура та хӑвӑрӑн тивӗҫсене чыслӑн пурнӑҫлатӑр, чи яваплӑ та васкавлӑ йышӑнусем тӑватӑр. Инкеке лекнисене пулӑшнӑ май тепӗр чухне хӑвӑрӑн сывлӑхӑрпа пурнӑҫӑра та хӗрхенместӗр», — терӗ республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗнче ӗҫлекенсене професси уявӗпе саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӗҫех юхӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ те ӗҫлеме пуҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республика Правительствин членӗсемпе, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти тытӑмӗсен тата хула округӗсен ертӳҫисемпе ирттерекен планеркӑна ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑшпӗр йышӑнупа килӗшӳллӗн 2016 ҫулта федераци бюджетӗнчен пирӗн республикӑна 4 млрд ытла тенкӗ куҫмаллине, ҫав нухратран хӑш тытӑма мӗн чухлӗ укҫа тивӗҫессине палӑртнинчен пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Раҫҫей ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушар пирки вӗсене кӳршисем 00:59 вӑхӑтра пӗлтернӗ.

По сообщению главного управления МЧС России по Чувашской Республике, сообщение по пожаре получено от соседей в 00:59.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Колоннӑра Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи предприяти-организаци, политика партийӗсен представителӗсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Аркадий Петрова Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗнче тӑрӑшакансем манмаҫҫӗ: ӑна ҫуралнӑ кунпа кашни ҫулах килне пырсах саламлаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятие йыхравлаҫҫӗ.

Работники главного управления МЧС России Республики Чувашия не забывают Аркадия Петрова: в день его рождения каждый год приезжают к нему, чтобы поздравить, приглашают на разные мероприятия.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Чӑваш каччи 38-мӗш армин 184-мӗш дивизийӗн 294-мӗш полкӗн йышӗнче пулнӑ май Курск пӗкки ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Чувашский паренек будучи в составе 294-го полка 184-ой дивизии 38-ой армии принимал участие в сражениях под Курской дугой.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ӑна Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 465 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫӗршывра паллӑ композитор пулса тӑнӑ Андрей Яковлевич Эшпай, Чӑваш Ене Литваран эвакуациленнӗскер, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнче вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Акцие ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн членӗсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов республика ертӳлӗхӗ, хула влаҫӗ ентешлӗхсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытнине, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Ӑс-хакӑла ачаран туптаҫҫӗ» конкурсра чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ.

На конкурсе «Мудрость собирают с детства» ответили на вопросы, связанные с чувашским языкоми литературой, с культурой родного края.

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Иккӗмӗш конкурс вара «Сала кайӑк ташши мар, чӑваш ачин ташши...» ятпа иртнӗ.

Второй конкурс получил название «Это не танец воробья, это пляс чувашского дитя».

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Вӑл Чӑваш АССРӗн, РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

Паян пирӗн Чӑваш Енре ун пеккисем пин ытлине пӗлтернӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

Куҫарса пулӑш

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

Апат-ҫимӗҫ ҫеҫки ҫемьесен чӑваш апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлес ӑсталӑхне тӗрӗслеме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗнче эпир «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурса хутшӑнса чӑваш уявӗ ирттернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех