Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петро ывӑтрӗ, ак тӗлӗнтермӗш? чечек тӳрех ҫӗре ӳкмерӗ, тӗттӗмре чылайччен тӗлкӗшекен кӑвар чӑмрашки пек курӑнса тӑчӗ, кимӗ пек, сывлӑшра ярӑнса ҫӳрерӗ; юлашкинчен вара майӗпен аялалла анса пычӗ те таҫта инҫете, пит инҫете кайса ҫӗре ӳкрӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сӑрт ҫийӗнче, кушакпуҫ чечекӗн мамӑклӑ вӑррисем пек, питӗ ҫӑмӑл юр пӗрчисем явӑнаҫҫӗ, ҫанталӑк ҫав тери лӑпкӑ пулин те, вӗсем, хӑйсене валли ҫӗр ҫинче вырӑн тупаймасӑр, вӗҫӗмсӗр сывлӑшра ҫаврӑнаҫҫӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ҫырса пӗтернӗ хут листине сывлӑшра сулласа илчӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Халь вӗсене сывлӑшра лайӑх туянтараҫҫӗ!
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак хута вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Дубровка, тем ыратнӑ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те Юргина хирӗҫлесе темӗн кӑшкӑркаларӗ, чӑмӑрне сывлӑшра сулкаларӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мина типӗ вар леш енче ларакан чӑрӑш тӑррине пырса ҫапӑнчӗ, таврана вут-хӗм саланчӗ, тӗтӗм йӑсӑрлана пуҫларӗ, осколоксем, йынӑшнӑ евӗр, сывлӑшра юрласа ячӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑшпӗр ҫӗрте кӗртсем ҫийӗн кӑштах палӑрса тӗтӗм пайӑркисем ҫӗкленеҫҫӗ те, вӑрман тӑррине ҫитеймесӗр сывлӑшра хутшӑнса каяҫҫӗ: тул ҫутӑлса пынӑ май фронт ҫывӑхӗнчи ҫӗр пӳртсенче кӑвайтсем сӳнеҫҫӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫапла, хавас эпӗ, хавас, урӑх ним те мар! — хӗрӳленчӗ лутра танкист, унтан ӗҫлеме пӑрахрӗ те шурӑ мелкине сывлӑшра ҫавӑркаласа илчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак шӑрӑх вӑхӑта епле юратас мар-ха: ун чухне станицӑсенче пушӑ та лӑпкӑ, уй-хирсенче халӑх тулли те шавлӑ; ун чухне вӗри сывлӑшра пӗрмаях е кайӑксем юрлани, е машинӑсем кӗрлени янӑраса тӑрать, — ҫеҫенхир ҫак вӑхӑтра хӑйӗн хӑвӑртлӑхне пысӑклатнӑ пек туйӑнать, пурнӑҫӑн йӗрки вара тикӗсленсе те хӑвӑртланса пырать…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлӗтрен ҫумӑр тумламӗсем вӗтӗ ала витӗр юхнӑ пек пӗрӗхсе тӑраҫҫӗ; кӑнтӑртан уҫӑ сывлӑш вӗрсе тӑрать — тусем ҫине юр ӳкнӗ пулмалла — сивӗннӗ сывлӑшра хӗллехи сивӗ те кӗҫ-вӗҫех ҫитесси сисӗнет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн епле паллӑсем пурине пӑхар-ха: сывлӑшра «вӗҫсе тӑракан пурҫӑн» таҫтан пит нумай килсе тухса, хӑйӗн ҫуттипе куҫа йӑмӑхтарса тӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтрах Аниканов сывлӑшра моторсем пӗр тикӗссӗн кӗрленине илтнӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сывлӑшра темӗн шатӑртатнӑ тата уҫҫӑнах мар шавланӑ, калаҫусен тата музыка передачисен татӑкӗсем илтӗннӗ.В эфире раздавался треск и смутный гул, доносились обрывки разговоров и музыки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сывлӑшра сас-чӳ те, хускану та ҫук.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Кашни кунах ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳренипе вӑл ҫирӗпленнӗ, пичӗ хӗрелнӗ, хӑйне тертлентерекен тата тарӑхтаракан салхулӑхӗнчен те хӑтӑлнӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Самолет ҫул айккинчен вӗҫсе иртрӗ, вара шупка хӗрлӗрех листовкӑсем самолетран юлса, сывлӑшра вӗлтӗртетме пуҫларӗҫ.Самолет прошел стороной, а розоватое облачко листовок, отстав, замельтешило в светлой вышине.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Инҫетре, кӑвак тӗтре хушшинчен, сывлӑшра ҫӗкленсе тӑнӑ пек, хула тухса тӑчӗ: вӑл сӑртлӑ вырӑнта ларать, урамӗсем пур еннелле те сарӑлса кайнӑ, ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыпҫӑнса лараҫҫӗ, вӑрӑм мӑръеллӗ заводсен пысӑк ҫурчӗсенчи кантӑксем хӗвел ҫинче йӑлкӑшаҫҫӗ, сип-симӗс парксем чӑтлӑх вӑрман пек кашласа лараҫҫӗ…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сывлӑшра пушӑсем шартлатаҫҫӗ, лавӑҫсем, йӗп-йӗпе тарланӑ тата хытӑ ывӑннӑ вӑкӑрсене хӑвала-хӑвала, тем тӗрлӗ сасӑпа ҫуйхашса шавлаҫҫӗ:
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урапа яланах ҫакӑн пек ярӑннӑн, лаша та пӗрмаях ҫапла пуҫҫапнӑн туйӑнать; кустӑрмисем яланах ҫакӑн пек кӗрлемесӗр чӑштӑртатса пынӑн, сывлӑшра шӑнасем пӑнчӑ пек вӗҫе-вӗҫе иртнӗн туйӑнать; ҫеҫенхир пур чухне те тӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ тата чечеклӗ тумтир тӑхӑннӑ пек туйӑнать, — йӗри-тавра мӗнпурри пурте яланхи пекех темелле, анчах Татьянӑн чӗринче темшӗн хальчченхи пек лӑпкӑлӑх ҫук.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.