Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — 17. Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир хӑвӑр алла илекен халӑхсем хӑйсенӗн туррисене чӳклесе тӑнӑ вырӑнсене — ҫӳллӗ тусемпе сӑртсем ҫинчи, туратлӑ йывӑҫсем айӗнчи чӳк вырӑнӗсене — пурне те пӗтерӗр; 3. вӗсен парне кӳмелли вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр, юписене йӑвантарӑр, катисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр, вӗсен туррисен кӗлеткисене аркатӑр, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗсем юлмиччен пӗтерӗр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку хутӗнче пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене тухас тесе «Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗ» тата «Частный сектор» командӑсем вӑй виҫрӗҫ.
«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Иртнӗ ҫул армрестлинг енӗпе Шупашкар районӗнчи шкул ачисен спартакиадинче, республикӑра иртнӗ турнирта 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ вӑл, ҫӑмӑл атлетикӑпа шкул ачисен спартакиадинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Тӗп ушкӑнсенчен малти вырӑна Янӑш ял тӑрӑх команди тухрӗ, Лапсар тата Кӳкеҫ ял тӑрӑх командисем 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Асфальт сиенленнӗ вырӑнсене вӑхӑтлӑха саплама чӑннипех лайӑх.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Этем пурӑнакан вырӑнсене шыв ан илтӗр тесе 2015 ҫулта 13350 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
– Ҫурхи шыв гидросооруженисене ҫӗмӗрес, ейӗве кайса ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене илес хӑрушлӑх кашни ҫуркуннех пур.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Республикӑн тавралӑха хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗсем муниципалитетсем ирӗк памасӑрах ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултарнӑ вырӑнсене тупса палӑртассишӗн час-часах рейд йӗркелеҫҫӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене райадминистраципе райбольница хӗрӗсем тивӗҫрӗҫ.Вторые и третьи места достались девушкам из райадминистрации и райбольницы.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
В.Немцевӑпа /райадминистраци/ Г.Иванова /Курнавӑш/ иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене, пӗр пек балл пуҫтарнӑран, Т.Галкина /райадминистраци/, О.Салмина /Лаш Таяпа/ пайларӗҫ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Яшсенчен 73 кг виҫере Николай Петров, 85 кг ытларах виҫере Андрей Кузнецов - пӗрремӗш, 78 кг виҫере Дмитрий Миллин виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html
Вӗренекенсем конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнни ҫамрӑк вӗрентекене ӗҫлеме хавхалантарать.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Кунсӑр пуҫне апатлӑха, вӑлча сапмалли вырӑнсене ҫӗмӗрнӗрен, апата улӑштарма тивнӗрен лӑкӑсем вилеҫҫӗ.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№