Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаратӑп (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килӗшетӗр пулсан, — терӗ вӑл малалла, — эпӗ ҫак старикпе пӗрле вӗсем патне кайса сирӗн сӑмахӑрсене каласа пама тата ответ илсе килме пултаратӑп.

Если хотите, — продолжал он, — я вместе с этим стариком съезжу к ним, передам им ваше предложение и привезу вам ответ.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Часах шыв тулма тытӑнчӗ, эпӗ вара ӗҫ ытла начарах мар пулнине куртӑм: шыв чакнӑ чухне тинӗс юхӑмӗ утравӑн кӑнтӑр енчен пырать, шыв тулнӑ чухне вӑл ҫурҫӗр енчен юхать, ҫапла ӗнтӗ эпӗ, ҫӗмрӗк карап патӗнчен таврӑннӑ чухне, утравӑн ҫурҫӗр еннелле ҫул тытса пырсан, лайӑхах каялла килме пултаратӑп.

Но вскоре начался прилив, и я увидел, что дело обстоит совсем не так плохо: оказалось, что течение отлива идет от южной стороны острова, а течение прилива — от северной, так что если я, возвращаясь с разбитого судна, буду держать курс к северному берегу острова, то останусь цел и невредим.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав телейсӗр ҫынсен мӗнле асап тӳсмелле пулчӗ пулин те, эпӗ вӗсене пулӑшма пултарас ҫук, вӗсемшӗн хурланса макӑрма ҫеҫ пултаратӑп.

Но какая бы участь ни постигла несчастных, я не мог им помочь, и мне оставалось только оплакивать их гибель.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла вара, манӑн умра пӗртен-пӗр хӑрушлӑх тӑрать: тискер этемсене эпӗ утрав ҫинче кӗтмен ҫӗртен тӗл пулма пултаратӑп.

Следовательно, мне могла грозить единственная опасность — наткнуться на них в те часы, когда они гостят на моем острове.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Сӗтел пуҫӗнче эпӗ, утрав патшипе хуҫи, ларатӑп, хама пӑхӑнса тӑракансен пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра: эпӗ вӗсене вӗлерес тесен — вӗлерме, каҫарас тесен — каҫарма, ирӗклӗх парас тесен — ирӗклӗх пама, ирӗклӗхе туртса илес тесен — туртса илме пултаратӑп, мана пӑхӑнса тӑракансем хушшинче пӗр пӑлхавҫӑ та ҫук.

Во главе стола сидел я, король и владыка острова, полновластно распоряжавшийся жизнью всех своих подданных: я мог казнить и миловать, дарить и отнимать свободу, и среди моих подданных не было ни одного бунтаря.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла вара, ун ҫине эпӗ хамӑн пӗтӗм япаласемпе ларма пултаратӑп.

А следовательно, и меня со всем моим грузом.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Ман уй-хире тата темиҫе кун ҫакӑн пек хурах пусас пулсан, пӗтӗм шанчӑкӑм пӗтсе ларать, — терӗм эпӗ хама хам, — урӑх вӑрлӑх ҫук, ҫавӑнпа тырӑсӑр тӑрса юлма пултаратӑп».

«Еще несколько дней такого грабежа — и прощай все мои надежды, — говорил я себе, — у меня нет больше семян, и я останусь без хлеба».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Утрав ҫинче кӑшт пурӑнсан, ман пуҫа сасартӑк пӗр шухӑш килсе кӗчӗ: календарь тумасан, эпӗ вӑхӑт шутне манма пултаратӑп, вырсарникуна та ахаль кунсенчен уйӑрайми пулӑп, — терӗм.

Вскоре после того, как я поселился на острове, мне вдруг пришло в голову, что я потеряю счет времени и даже перестану отличать воскресенья от будней, если не заведу календаря.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Мӗншӗн санӑн каймалла, унта эпӗ хам та кайма пултаратӑп, — терӗм эпӗ.

Тогда я спросил его, отчего же идти ему, а не мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Эсир чармасан, эпӗ ҫыран хӗрне тухма пултаратӑп.

— Если вы не остановите, я могу добраться до берега.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тавлашмах пултаратӑп: сана хӑрушӑ пулчӗ пулас.

Держу пари, что тебе было страшно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Каҫару ыйтатӑп, граф, — терӗ вӑл, эпӗ ҫак хурахсем валли тумтир тавраш юсама пултаратӑп.

— Прошу прощения, Граф, я могу и одежу починить этим разбойникам…

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирлӗ пулсан, присяга йышӑнма та пултаратӑп.

Хочешь, присягу приму?

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кирлех пулсан, тепӗр хут та калама пултаратӑп.

— Нет, я их повторю.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ хам пурнӑҫа хумашкӑн ҫеҫ пултаратӑп!.. — салхуллӑн каласа хучӗ Кандов.

Только одно — отдать свою жизнь!.. — мрачно ответил Кандов.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗс калать вӑл — уйрӑлсан кӑна, инҫетелле кайсан кӑна хӑтӑлма пултаратӑп эпӗ…

Он прав — только разлука, только отъезд в далекие края может спасти меня…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Итле, Рада, эп чӑн та вилме пултаратӑп, ара, вилӗме хирӗҫех каятӑп-ҫке; анчах эп кӑштах та пулин сан пирки пӑшӑрханасшӑн мар.

— Слушай, Рада! Очень возможно, что я погибну, — ведь я иду навстречу смерти; но я хочу быть хоть мало-мальски спокойным за тебя.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь эс манпа юнашар сывах ларнӑ чухне эп пӗтӗмпе паттӑррӑн итлесе тӑма пултаратӑп, сехре хӑпмалла пулсан та хӑрас ҫук.

Теперь, когда ты жив и сидишь рядом со мной, я могу мужественно слушать обо всем, что ты перенес, как бы это ни было страшно.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирлех пулсан, ак пиллеме пултаратӑп.

Вот благословить могу, если желаешь.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӗсен мана та хӑна тумалла, кама-кама пулӗ те, мана тӳпи тиветех, — кӑшкӑрарах каларӗ Цанко арӑмӗ, — вӗсене хам ҫураҫтартӑм теме те пултаратӑп.

— И меня должны угостить; кому-кому, а мне полагается, — кричала Цанковица, — ведь я их, можно сказать, сосватала!

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех