Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗчӗҫ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлан утсем ушкӑнпа тӑкӑрлӑкалла ӗрӗхтерсе кӗчӗҫ; учӗсене ӑшалантарса, паҫӑр казаксем ларнӑ юман каскасем патне сиктерсе ҫитрӗҫ.

Конные кучей вскакали в проулок, — горяча лошадей, подъехали к дубам, на которых четверть часа назад сидели казаки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫӗсем хӑрушла путса кӗчӗҫ, ҫилӗллӗн туртӑнса чӗтрекен куҫ хупанкисем айӗнче салху ҫутӑ палӑрса тӑчӗ.

Провалами зияли глаза, нервно мигающие веки не прикрывали их тоскующего блеска.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утсен урисем тӑтӑшах юр ӑшне пута-пута кӗчӗҫ.

Лошади застревали.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам тӑрӑх пулеметран кӑларса янӑ черет вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ; казаксем самантлӑха ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ, унтан, ҫуртсен стенисем патне шӑвӑнса пырса, урлӑ урамсене тарса кӗчӗҫ.

Струя пулеметного огня секанула вдоль улицы; казаки на секунду кучками припали к земле, подползли поближе к стенам и устремились в поперечные улицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мелехов Григорин хваттерне шыраса тупса, Иван Алексеевичпа Христоня унта кӗчӗҫ, анчах Григорий килте пулмарӗ.

Разыскав квартиру Мелехова Григория, Иван Алексеевич и Христоня узнали, что его дома нет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Исполком ларӑвӗ пӗтсен, Сергейпе Ирина кабинета кӗчӗҫ, чӳрече умне пырса ывӑннӑ, анчах телейлӗ куҫӗсемпе тахҫанччен пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑчӗҫ.

После заседания исполкома Сергей и Ирина вошли в кабинет, остановились у окна и долго смотрели друг на друга усталыми глазами.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрарӑмсем пӳрте кӗчӗҫ, часах чӳречесем ҫуталчӗҫ, Анфисӑпа Иринӑн ҫамрӑк кулли илтӗнчӗ.

Женщины ушли в хату, вскоре в окнах загорелся свет и послышался девически веселый смех Анфисы и Ирины.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем пысӑках мар пӳлӗме кӗчӗҫ, унта сарлака кровать, диван, сӗтел ларнӑ, сӗтел тӗлӗнче тӗкӗр ҫакӑнса тӑнӑ.

Они вошли в небольшую комнату с двуспальной кроватью, с диваном и столом, над которым висело зеркало.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мефодийпе Кривцов юнашар пӳлӗме кӗчӗҫ.

Мефодий и Кривцов ушли в соседнюю комнату.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫхи апат ҫисен, ҫамрӑк кӗтӳҫӗсем сурӑх витисене кайса пӑхрӗҫ, таврӑнсан, Ванюшӑна хӑйсемпе пӗрле ҫывӑрма илсе кӗчӗҫ.

После ужина молодые чабаны наведались в кошару и, вернувшись, ушли спать и увели с собой Ванюшу.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кривцовпа Сергей кӗҫҫепе ҫапнӑ йывӑр алӑка уҫрӗҫ те хӗллехи сивӗпе, пӑспа пӗрле пӳрте кӗчӗҫ.

Кривцов и Сергей отворили тяжелую, обитую войлоком дверь и вместе с холодным ветром и паром вошли в дом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑк яри уҫӑлса кӑйрӗ те, шурӑ пӑспа пӗрле Савва Остроуховпа Еременко кӗчӗҫ, иккӗшӗ те кӗрӗкпе, кубанка ҫинчен пашник тӑхӑннӑ.

Распахнулась дверь, и в клубах белого пара показались Савва Остроухов и Еременко, в шубах, повязанные поверх кубанок башлыками.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫеменпе Анфиса та ташӑ картине кӗчӗҫ, Ниловна хӗрарӑмсем патне кровать ҫине сӗвенчӗ те, пӗркеленчӗк питне алли ҫине тӗрӗнтерсе, ҫамрӑксем ҫине савӑнӑҫлӑн кулса пӑхса ларчӗ.

Пошли в круг Семен и Анфиса, а Ниловна подсела к женщинам на кровать и, подперев кулаком морщинистую щеку, с улыбкой смотрела на молодежь.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем инструментальнӑя — хӑмӑш витнӗ пӗчӗк пӳрте кӗчӗҫ.

Они прошли в инструментальную — небольшую пристройку, крытую камышом.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем хуторӑн проспект пек сарлака урамне кӗчӗҫ.

Они въезжали в широкую, как проспект, хуторскую, улицу.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем кабинета кӗчӗҫ.

Они вошли в кабинет.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара хӑюсӑр ватӑ ҫынпа ватӑ карчӑк, «Вишневые сады» хутортисем, пырса кӗчӗҫ.

Затем переступили порог старик и старуха из хутора Вишневые сады.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑкран икӗ ҫын кӗчӗҫ.

На пороге появилось двое посетителей.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем казаксен хушшинелле хӗсӗнсе кӗчӗҫ те ушкӑн варрине тухрӗҫ.

Нырнув в толпу казаков, они выплыли на середине.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех