Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Суя тӗнлисем: «вӗсен Турри ӑҫта?» тесе ан калайччӑр.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшманӑмсем мана кунсерен: «санӑн Турру ӑҫта?» тесе, шӑммӑмсене ватиччен хӑртаҫҫӗ, манран кулаҫҫӗ.
Пс 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана кунсеренех: «санӑн Турру ӑҫта?» тенӗ чухне кӑнтӑрла та, ҫӗрле те куҫҫулӗ манӑн ҫӑкӑрӑм пулчӗ.4. Слезы мои были для меня хлебом день и ночь, когда говорили мне всякий день: «где Бог твой?»
Пс 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать; 29. унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать; 30. чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ах, эпӗ Ӑна ӑҫта тупмаллине пӗлейсенччӗ, Унӑн аслӑ пуканӗ умне пырса тӑрайсанччӗ!3. О, если бы я знал, где найти Его, и мог подойти к престолу Его!
Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир: «чаплӑ ҫын килӗ-ҫурчӗ ӑҫта халӗ, саккуна уяманнисем пурӑннӑ чатӑр хӑш тӗлте?» теме пултаратӑр.28. Вы скажете: где дом князя, и где шатер, в котором жили беззаконные?
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑҫта вӑл манӑн шанчӑкӑм? манӑн шанчӑкӑма кам курнӑ?15. Где же после этого надежда моя? и ожидаемое мною кто увидит?
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Этем вара вилет те пӗтмеллипех пӗтет; каять те, ӗнтӗ ӑҫта вӑл?
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аса ил-ха, айӑпсӑр ҫын пӗтни пулнӑ-и? тӳрӗ ҫын тата ӑҫта тӗп пулнӑ?7. Вспомни же, погибал ли кто невинный, и где праведные бывали искореняемы?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан сиван уйӑхӗн, ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнтернӗ, ӗнтӗ вӗсем Мардохей мӗнле хушнӑ, пурне те ҫавӑн пек ҫырнӑ, хутне иудейсем патне, аслӑ пуҫлӑхсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне ҫырнӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, иудейсем патне те вӗсен ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырса янӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ҫакна пӗлсенех вӗсем патӗнчен тарса килтӗм, мана Турӑ санпа пӗрле пысӑк ӗҫсем тума ячӗ, ун ҫинчен кирек ӑҫта илтсен те пӗтӗм тӗнче тӗлӗнӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру таса пурӑнать, ир те, каҫ та Ҫӳлти Турра кӗлтӑвать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем айлӑмпа тӳррӗн кайнӑ, акӑ Иудифе Ассири ҫарӗн малти хуралӗ тӗл пулнӑ, 12. вӗсем ӑна ярса тытнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсӗ кам йӑхӗнчен пулатӑн, ӑҫтан килетӗн, ӑҫта каятӑн?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗрӗс пурӑнманшӑн пире хаса парать, каллех хӗрхенсе каҫарать, кирек ӑҫта саланнӑ пулин те, пире тӗрлӗ халӑх хушшинчен пуҫтарать.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем ӑҫта, мӗн чухлӗ пурӑннине пӑхмасӑр, ҫав вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, 7. лашасем, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли мӗн пама пулнине парса пулӑшчӑр, тенӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пуҫлӑхра тӑракансем эпӗ ӑҫта ҫӳренине, мӗн тунине пӗлеймесӗрех юлчӗҫ: иудейсене те, священниксене те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, пуҫлӑхсене те, ыттисене те — ҫав ӗҫе тӑвасскерсене — эпӗ ҫак таранччен нимӗн те каламанччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл тата ытти пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан пурлӑх парса пулӑшчӑр, тет.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида Ҫӳлхуҫа пулӑшса пынӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.