Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмелле (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫлӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли лайӑх никӗс хывма пулать.

Главам муниципальных районов, руководителям сельхозорганизаций надо четко понимать, что только при позиционировании значимости труда на селе удастся заложить основу для закрепления молодежи в деревнях и селах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Чупмасӑр пулмасть: кивӗ ҫурта пӑсни ҫинчен БТИне хут памалла, участок инспекторӗнчен, санэпидстанцирен, хула Совет ӗҫтӑвкомӗнчен хут илмелле.

Придется побегать: в БТИ нужно подать бумагу о разрушении старого дома, нужно получить справки от участкового инспектора, санэпидемстанции, исполкома городского Совета.

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Калча шӑтса тухсан пленкине илмелле.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Ҫакна йӑлтах маларах шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Уйрӑм ҫуртра ҫак пӳлӗмсене тӑвас тесен унта мӗн-мӗн вырнаҫтарассине шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Лартмалли субстрата стерилизацилесе илмелле.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Турата е ҫулҫӑна сывӑ, ҫирӗп ӳсен-тӑранран илмелле.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Тепӗр саманта та палӑртрӗҫ: ҫынсем эрех ӗҫсе вилесси чакса пырать тесе савӑнма иртерех, мӗншӗн тесен хӑй вӑхӑтӗнче ҫын сахалрах ҫуралнӑ, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара ача ҫуратасси ӳснӗ, халь ҫав йыш ҫитӗнсе пырать, эппин, ӗҫкӗпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те нумайланӗҫ - ҫакна тивӗҫлӗ тытӑмсен хатӗрленсе кӗтсе илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫырла черченкӗ — ӑн а пуҫтарма пӗчӗк карҫинкка е витре илмелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ҫӗрме пуҫланисене, тӗксӗмленнисене илмелле.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Чи пӗлтерӗшли — ун чухнехи халӑх мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннине палӑртасси, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хаяр тӑшман килсе аркатнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ вакланса ҫухалма пуҫлани, тӗрӗс ҫул тупаймасӑр тертленни, хӑй тӗллӗн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан «ҫулне» суйласа илмелле пулса тухни.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ҫак пӑхаттирсенчен тӗслӗх илмелле, вӗсем пек пулма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Клеверӑн 2 апат кашӑкӗ типӗ чечекне 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле, 40 минутран сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кикенӗн 2 чей кашӑкӗ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле, сивӗнсен сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Хырӑмлӑх ыратнине хӑвӑрт ирттерме хӑмла порошокне ҫӗҫӗ вӗҫӗпе илмелле те сӗтпе ҫурмалла хутӑштарнӑ шывпа сыпса ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Сывласа илмелле те ҫурӑма кӑштах авса ҫӳлелле пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Сывласа илмелле, ҫав вӑхӑтра алӑсене ҫӳлелле ҫӗклемелле те вӗсене май килнӗ таран айккинелле сармалла тата хыҫалалла ямалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫирӗм ҫултан магнит пленкисене тепӗр хут ҫырса илмелле.

Через двадцать лет магнитные пленки надо переписывать.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Йӗркеллӗ пулас пулсан, ҫӗр ӗне пуҫне сахалтан та 85 пӑру илмелле.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Тӗрӗссипе, халӗ шкулта вӗреннӗ чухне хушма занятие каяс пулсан та тухтӑртан справка илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех