Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, Гоомо кукка халӗ кунта пулнӑ пулсан? — тет Чочой хӑй ӑшӗнче, сасартӑк куккӑшне аса илсе.

А что, если бы Гоомо был сейчас здесь? — вдруг приходит мысль Чочою.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Мӗн чухлӗ пӑлан!.. — тет Чочой хӑй ӑшӗнче.

Сколько оленей! — мысленно повторял Чочой.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Паллах, ҫыран хӗррине килсе тухнӑ пӑр ҫинче Очер пулма пултарнӑ ӗнтӗ, кам та пулин тупнӑ ӗнтӗ ӑна», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, ӑҫтан та пулин халь-халь каллех Очер сасси илтӗнессе кӗтнӗ май.

«Ну да, конечно, льдину с Очером могло прибить к берегу, и его кто-нибудь подобрал», — рассуждал он, с надеждой ожидая, что вот-вот где-нибудь поблизости снова послышится голос Очера.

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кэукайпа юнашар парта хушшине кӗрсе ларсан, Чочой партӑна шикленкелесе пӑхкаласа тухрӗ: ӑҫтан пӗлен, темскер пур ку тӗлӗнмелле сӗтел ӑшӗнче.

Усевшись рядом с Кэукаем за парту, Чочой с подозрительной настороженностью осмотрел ее: как знать, что таит в себе этот странный стол?

Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кӗҫех ун пуҫӗнче пӗр шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ: «Ку шурӑ питлӗ ача мана парнесем илсе килсе панӑшӑн ҫилленет пулас», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Вскоре у него мелькнула мысль: «Однако, белолицый сердится, что мне принесли подарки!»

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Пӗр пӗчӗк касӑкне ҫеҫ ҫисе пӑхап, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — кунта ырӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, уншӑн ятлас ҫук вӗсем мана».

«Съем один небольшой кусочек, — решил он, — здесь добрые люди, ругать меня не будут».

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кравачӗ выртма канлӗ пек туйӑнчӗ ӑна: «Анчах ҫывӑрма хӑрушӑ, ҫывӑрнӑ чухне аплах мар ҫаврӑнса выртсан ҫӗре татӑлса анма пулать», — терӗ Чочой хӑй ӑшӗнче.

Кровать ему казалась хоть и удобной, но спать на ней ему было страшновато: «Повернешься ночью не в ту сторону и упадешь, пожалуй», — думал Чочой.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Петя тӑруках ӑнланса илчӗ, ку ача темскер аплах мар, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, хӑраса ӳкрӗ.

И Петя, вдруг поняв, что с мальчиком творится что-то неладное, почувствовал опасность.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Такама хӗнесшӗн», — терӗ те хӑй ӑшӗнче Чочой, ҫавӑнтах кукленсе ларчӗ.

«Кого-то хотят бить», — подумал Чочой и присел на корточки.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ача «тӑватӑ куҫлӑ» ҫын — хӑй ӑшӗнче Степан Ивановича ҫапла чӗнет вӑл — панӑ йӑрӑмлӑ курткӑпа ҫемҫе тиртен ҫӗленӗ туфлине хӑвӑрт тӑхӑнса ячӗ те, никам курман хушӑра урамалла тухса шӑвӑнчӗ.

Мальчик быстро надел полосатую куртку, которую ему дал человек «с двойными глазами», как он мысленно называл Степана Ивановича, сунул ноги в мягкие меховые туфли и незаметно выскользнул на улицу.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Хумсем ҫинче нерпа, пер! — хушрӗ Таграт ывӑлне: ҫак самантра Кэукай ӑшӗнче мӗн пулса иртнине лайӑх ӑнланать вӑл.

— На волнах нерпа, стреляй! — приказал сыну Таграт: он хорошо понимал состояние Кэукая.

Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӑйлӑ тӑвӑл пуҫлансан пурпӗрех пӗтме тивет тесе, ним курмасӑр, шухӑшласа-туса тӑмасӑр, тӗтре ӑшӗнче ишет ӗнтӗ вӑл.

Он плыл в тумане наугад, ничего не видя, невесело думая о том, что если поднимется шторм, то гибель неизбежна.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Таратӑп! Таратӑп! Халех таратӑп!» — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче ҫине-ҫинех, хӑвӑртран та хӑвӑртрах чупма тытӑнса.

«Убегу! Убегу! Сейчас же убегу!» — повторял он про себя, все ускоряя бег.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗтсен пӗтеп, тинӗс пырӗ урлӑ каҫса каятӑпах, — тет вӑл ҫине-ҫинех хӑй ӑшӗнче, мӗнле тарасси ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ май.

Пусть погибну, но уйду в пролив,— твердил он, вынашивая план побега.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Ако кукаҫи те кукка пек пулнӑ пулӗ», — терӗ хӑй ӑшӗнче Чочой, куккӑшӗ ҫине ытараймасӑр пӑхса.

Чочой, словно зачарованный, смотрел на своего дядю и думал: «Вот таким же, наверное, был дедушка Ако».

Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Ман кӑкӑрта вӑйлӑ ҫил-тӑман тесе тӗрӗс калать вӑл», — терӗ Нина Ивановна хӑй ӑшӗнче, тусӗ валли доклад тума мӗнле-мӗнле материалсем илсе килесси ҫинчен шухӑшланӑ май.

«Да, Тынэт правду говорит: в груди у него пурга», — думала Нина Ивановна, прикидывая в памяти, какие материалы ей следует подобрать для доклада своего друга.

Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Ҫапах та, йытта ӑҫта та пулин вӑлах пытарса усрать», — тет старик хӑй ӑшӗнче.

«Это он, однако, где-нибудь прячет собаку», — догадался старик.

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Том, пуҫне хутлатса лартса, кӗтесри стена ҫумнелле тачӑрах та тачӑрах ҫыпҫӑнать, ӑшӗнче ашшӗне, Чочоя тата унӑн куккӑшне пулӑшма чӗнет.

А Том, втянув голову в плечи, все плотнее и плотнее жался в угол чердака, мысленно призывая на помощь отца, Чочоя и его дядю Гоомо.

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Мӗншӗн тесен пирӗн кунта, ту урлӑ каҫсанах, Аляска пуҫланса каять, — пограничниксене тӗл пулнӑшӑн хӑй ӑшӗнче самаях хӗпӗртерӗ пулсан та, кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртаткаласа илчӗ Петя.

— Да потому, что за перевалом у нас здесь Аляска… — недовольно буркнул Петя, хотя встреча, с пограничниками его в душе обрадовала.

Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

«Темӗнле усал йӗрӗхсем ернӗ ман кӗлете», — терӗ те шаман хӑй ӑшӗнче, вара, ҫавӑнтах бубенне илсе, кӗтмен хӑнасене кӗлетрен хӑвала-хӑвала, бубенне ҫапма тытӑнчӗ.

«Какие-то коварные духи завелись в моем складе», — сделал вывод шаман и, схватив бубен, принялся колотить в него, выгоняя из склада непрошеных гостей.

Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех