Шырав
Шырав ĕçĕ:
Стервиза, ӑшӗнче укҫашӑн ҫеҫ йӑсӑрланакан вутпуҫҫие упракана, чӑнласах ӑнланма йывӑр таса та кӑвар чӗреллӗ темле лесник хӑйне пӗр пуссӑр, вӑли-шалиллерех ырӑ тунине.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Урай ҫӑваканни, калӑпӑр, вӗсен пӳлӗмне тасатса тӑмасан, апӑршасен, тусан ӑшӗнче ӗҫлеме тивӗччӗ.
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html
Арҫынна мӗн ӑна — шайба пар та клюшка, — ӑшӗнче вӑрҫса пырать вӑл.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тӗнчере тӗрлӗ корольсен, патшасен, хансен, полководецсен, фараонсен мавзолейӗсемпе пирамидисем сахал мар, вӗсен архитектури те пуян, анчах вӗсен умӗнче нихӑҫан та черет пулса курман, нумай ҫынсем вӗсен ӑшӗнче камӑн ӳчӗ выртнине те пӗлмеҫҫӗ.
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Ытти — пӗтӗмпех тӗтре ӑшӗнче.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Шалти атӑ (акӑлч. liner) — пушмак ӑшӗнче урине ҫирӗп тытакан ҫемҫе атӑ.Внутренник (англ. liner) — мягкий сапожок, фиксирующий ногу внутри ботинка.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
— Акӑ мӗн, шӑллӑм: ыран хӗвел ансан, юлташупа хӑвӑр кил умӗнчи пура ӑшӗнче мана кӗтсе тӑратӑр.
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
«Завхоз-тӑк завхоз, эппин!» — терӗ Ҫимун хӑй ӑшӗнче.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Эрхип янӑ пуль-ха ман пата хал пӗлме», — тесе шутларӗ хӑй ӑшӗнче, Сӑпание ларма хыҫлӑ пукан сӗнсе.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Мӗнле ырӑ пурӑнаҫҫӗ мӑшӑрлӑ ҫынсем, — терӗ хӑй ӑшӗнче Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах, шалти пӳртри кӑмака ҫинче хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ, этем пулса ҫитейменскер, ҫӑматӑ ӑшӗнче выртнине астусан, чӗлӗмӗ ҫинчен манма тӑрӑшрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑй ӑшӗнче тем мӑкӑртатса, васкать Укань.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӑматӑ ӑшӗнче усрать, э?
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Курман эпӗ пӗчӗк ачасене ҫӑматӑ ӑшӗнче кӑмака ҫинче усранине.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Ҫын умӗнче намӑсланса ҫӳреме ухмаха ермен вӗт-ха, — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Уканӗ эпӗ кунта килнине паянах пӗтӗм яла сарӗ».
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Юрла, юрла, Укань, — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Сантӑркка.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑшӗнче кӑна: «Кулюккаран тем те кӗтме пулать», тесе шухӑшларӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Умне саппун ҫыхса, кунӗпе, чӑх пек, мунча кӗлӗ ӑшӗнче чакаланчӗ Петрук.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Чим-ха, малтан кӑмакине сӳтес — унтан куҫ курӗ, сӑнаса тӑрӑпӑр», — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Ӗҫ, ӗҫ. Манӑнни пек, ӑшу хытса лармӗ-и?» — терӗ хӑй ӑшӗнче ҫынна ыр сунма пӗлмен Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.