Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крючков кӑмака ҫумӗнчен уйрӑлчӗ, Анасласа шӑм-шакне шӑкӑртаттарсах карӑнчӗ те кил хуҫинчен: — Вӑл Любов ялне ҫитме миҫе ҫухрӑм шутлаҫҫӗ ара? — тесе ыйтрӗ.

Крючков оторвался от печки; с хрустом потягиваясь, спросил у хозяина: — Сколько до Любови до этой верст кладут?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кам каять? — ыйтрӗ Митька Коршунов, пӳрте кӗрсе, тимӗр витрине алӑк патне лартса.

— Кто поедет? — спросил Митька Коршунов, входя и ставя у порога цибарку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑш вырӑна? — ыйтрӗ Щегольков.

— Куда? — спросил Щегольков.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Лашасем мӗнле? — тесе ыйтрӗ вӑл вахмистртан.

— Кэк кони? — к вахмистру.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳпере ӑмӑрланакан сӑрӑ пӗлӗт татӑкӗ ҫине куҫне хӗссе пӑхрӗ те вӑл, сӑмаха хуҫкаласа калаҫакан сотня командирӗ есаул Попов пек калаҫма тӑрӑшса, Митькӑран ҫапла ыйтрӗ:

Он щурился на серое грудастое облако, спрашивал у Митьки, подражая голосом ломовитому командиру сотни есаулу Попову:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан ӑшшӑн кулса илчӗ те шӑп пулчӗ; Аникушка, хӑй именнине ирттерсе ярас тесе, старикрен ҫапла ыйтрӗ:

Степан замолчал, улыбаясь; сглаживая неловкость, Аникушка спросил у деда:

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле чӑнлӑха? — ыйтрӗ Степан Астахов, чи хӗрринче выртаканскер.

— Какую? — спросил Степан Астахов, лежавший с краю.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, еврей еннелле ҫаврӑнса: — Мӗн илсе тарчӗ вӑл санне? — тесе ыйтрӗ.

И — обращаясь к еврею, припавшему к стремени: — Что он у тебя взял?

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прохор Зыков, йӗнерӗн тимӗрленӗ пӗкечине аллаппипе ыталаса тытнӑ та, Григорий пичӗ ҫине тинкерсе пӑхса, шӑппӑн ыйтрӗ:

Прохор Зыков, ладонью обнимая окованную луку седла, всматривался в лицо Григория, говорил шепотом:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Воронежа ҫитес умӗн тин ытти вӑтӑр казакпа пӗрле Петро пиҫсе пыракан вагона пӗр ӳсӗр старик-железнодорожник пырса пӑхрӗ, ҫинҫешке сӑмсине пӑркаласа; — Каятӑр? — тесе ыйтрӗ.

Лишь под Воронежем в вагон, где парился с остальными тридцатью казаками Петро Мелехов, заглянул пьяненький старичок-железнодорожник, спросил, поводя тоненьким носиком: — Едете?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Занятире взводнӑй офицер, Григорий шинелӗн пӗр тӳми ҫуккине асӑрхарӗ те, хаяррӑн: — Кам тытса турткаланӑ сана? Ку тата мӗнле мода? — тесе ыйтрӗ.

На занятиях взводный офицер, увидев оторванную пуговицу на шинели Григория, спросил: — Кто тебя тягал? Это еще что за мода?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку мӗнле хутор? — ыйтрӗ вахмистртан Митякински станицӑран килнӗ пӗчӗк казак, ҫаралса юлнӑ сад-пахчи тӑррисем ҫине кӑтартса.

— Это что за хутор? — спросил у вахмистра казачок Митякинской станицы, указывая на купу оголенных макушек сада.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулӑнни пек куҫлӑ, теветкел вахмистр Каргин, срокран ытлашши службӑра пулнӑшӑн нашивкӑсем ҫӗленӗскер, Григорий ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чух: — Хӑш станицӑран? — тесе ыйтрӗ.

Бравый лупоглазый вахмистр Каргин с нашивками за сверхсрочную службу, проезжая мимо Григория, спросил: — Какой станицы?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, пушӑ пукан патне чалӑшса пырса, ларма ирӗк ыйтрӗ.

И, косясь на свободный табурет, попросил разрешения сесть.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку мӗскер? — шӑппӑн ыйтрӗ офицер, сарӑ хуплашкаллӑ кӗнекене ҫӗклесе кӑтартса.

— Это что такое? — тихо спросил офицер, держа на отлете книгу в желтом переплете.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӑнкун умӗн янӑ ҫырӑвӗнче вӑл Григорирен тӳп-тӳрех ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме ыйтрӗ: пурӑнать-и вӑл службӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн арӑмӗпе е ӗлӗкхи пекех Аксинйӑпа юлать-и?

Перед Пасхой он в письме прямо поставил вопрос о том, будет ли Григорий по возвращении со службы жить с женой или по-прежнему с Аксиньей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Гвардине-и? — ыйтрӗ округри ҫар приставӗ, ҫуласа якатнӑ пек хура ҫӳҫлӗ пуҫне сӗтел хушшинче хӑйпе юнашар ларакан кӳрши умне пӗшкӗртсе.

— В гвардию? — спросил окружной военный пристав, наклоняясь черной прилизанной головой к соседу за столом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Миҫе? — тӗлӗнсе ыйтрӗ сӗтел хушшинче лараканнисенчен пӗри.

— Сколько? — изумленно спросил один из сидевших за столом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑш кварталта-ши вешенскисем? — ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич чи малтан хирӗҫ пулнӑ ҫынтан.

— А в каком квартале вешенские? — спросил Пантелей Прокофьевич у первого встречного.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗнле-ха апла вӑл, халӗ мӗнле? — ыйтрӗ Григорий, лаша ҫилхи ӑшӗнчен пирченсе ларнӑ куршанака чавса кӑларса.

— Что ж она, как? — спросил Григорий, с особенным вниманием выковыривая из конской гривы обопревший репей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех