Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Елисей пӳрте кӗнӗ, акӑ вилнӗ ача унӑн вырӑнӗ ҫинче выртать.32. И вошел Елисей в дом, и вот, ребенок умерший лежит на постели его.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Амӑшӗ вара Турӑ ҫыннин пӳлӗмне кӗнӗ те, ывӑлне ун вырӑнӗ ҫине хурса, алӑка хупса тухнӑ, 22. унтан упӑшкине чӗнсе илсе каланӑ: мана пӗр тарҫӑ пар, пӗр ашак пар, эпӗ Турӑ ҫынни патне кайса килетӗп, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, [вӗчӗрхенсе ӳкнӗскер,] вырӑнӗ ҫине тӳртӗн ҫаврӑнса выртнӑ та апат та ҫимен.И [в смущенном духе] лег на постель свою, и отворотил лице свое, и хлеба не ел.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла виҫҫӗмӗш хут сапнӑ; 35. шыв парне вырӑнӗ тавралла юхса кайнӑ, ур шывпа тулса ларнӑ.И сделали в третий раз, 35. и вода полилась вокруг жертвенника, и ров наполнился водою.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫав чулсенчен вӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ туса лартнӑ, ун йӗри-тавра икӗ сата тӗштырӑ шӑнӑҫмалӑх ур алтса ҫаврӑннӑ, 33. вара [парне вырӑнӗ ҫине] вутӑ купаланӑ, пуснӑ пӑрӑвне каса-каса вутӑ ҫине хунӑ та 34. каланӑ: тӑватӑ витре шыв тултарӑр та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе вутӑ ҫине сапӑр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лешӗсем вара хӑйсене панӑ пӑрӑва илнӗ те пусса тирпейленӗ, унтан вӗсем иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен кӑшкӑра-кӑшкӑра Ваала чӗннӗ: Ваал, илтсем пире! тесе хӑйсем тунӑ чӳк вырӑнӗ тавра сиксе ҫӳренӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑлӗсене каланӑ: эпӗ вилсессӗн, мана Турӑ ҫыннине пытарнӑ тупӑклӑха пытарӑр; манӑн шӑммӑмсене унӑн шӑммисем ҫумне хурӑр: 32. унӑн Ҫӳлхуҫа хушнипе каланӑ сӑмахӗ — Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен, сӑрт-ту тӳпемӗсенче, Самари хулисенче йӗрӗхсене пуҫҫапма лартнӑ ҫуртсем ҫинчен калани — ҫитетех, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫынни урлӑ Ҫӳлхуҫа пӗлтернӗ хӑват палли чӑна килнӗ: парне вырӑнӗ ишӗлсе аннӑ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫынни Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн, Иеровоам патша парне вырӑнӗ патӗнчен: тытӑр ӑна, тесе аллине тӑснӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ ҫынни тата каланӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланине эсир ҫакӑ хӑват паллинчен пӗлетӗр: ку парне вырӑнӗ ишӗлсе анӗ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫыннине Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ умӗнче ҫапла калама хушнӑ: эй парне вырӑнӗ, парне вырӑнӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Давид килӗнче ача ҫуралӗ, ячӗ унӑн Иосия пулӗ, вӑл сан умӑнта тӗтӗркӗчпе тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсен священникӗсене сан ҫинчех парнене кӳрӗ, сан ҫинче этем шӑмми-шакки ҫунтарса ярӗ, тет Турӑ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ ӗнтӗ Иеровоам тӗтӗркӗчпе тӗтӗрес тесе парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Вефиле, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, Иудейӑран Турӑ ҫынни ҫитнӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вефильте тунӑ парне вырӑнӗ ҫинче вара вӑл хӑй ирӗккӗн палӑртса хунӑ саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче парнесем кӳнӗ; ҫапла Израиль ывӑлӗсем валли уяв кӑларнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмешкӗн Иеровоам ӗнтӗ парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тутарнӑ парне вырӑнӗ ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе тӑнӑ, унтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫав кунах патша, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе тырӑ-пулӑ парнисем кӳрсе, канӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи картишӗн вӑтаҫӗр пайне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнийӗсен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.54. Когда Соломон произнес все сие моление и прошение к Господу,
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, тупа тумашкӑн ӑна ҫак Ҫурта парне вырӑнӗ умне тӑратсассӑн, 32. Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 23. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.