Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл сирӗн кӑмӑлӑра каймасть-им?

— Он вам не нравится?

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Анчах эпӗ вӑл кунта чухне килсен, эпӗ сирӗн ӗҫе хӑвӑр хушмасӑр хутшӑнма тӑрӑшнӑ пек туйӑнма пултарӗччӗ сире.

— Но мое посещение при нем могло бы вам показаться попыткою вмешательства в ваши отношения без вашего согласия.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хам мӗн ҫинчен каланине пӗлетӗп эпӗ, сирӗн итлемелле ҫеҫ».

Что я говорю, то знаю, вы только слушайтесь».

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн пӗтӗмпех аякра тӑмалла.

Вы должны держаться совершенно в стороне.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн Соловцова ҫисе каланӑ пӗр сӑмах ӗҫе икӗ эрнелӗхе, темиҫе сӑмах — яланлӑхах пӑсса хума пултарать.

Одно ваше слово, враждебное ему, испортит дело на две недели, несколько слов — навсегда.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Соловцов эсир каланӑ пекех путсӗр ҫын пулсан, — ҫакна вара эпӗ пӗтӗмпех ӗненетӗп, — сирӗн хӗрӗр ӑна хӑех курӗ; анчах вӑл ҫакна эсир ӑна кансӗрлемен чухне ҫеҫ, ӑна: атте Соловцова хирӗҫ пырать, пире пӗр-пӗринчен сивӗтесшӗн, тесе шухӑшлаттармасан кӑна курӗ.

Если Соловцов так дурен, как вы описываете, — и я этому совершенно верю, — ваша дочь сама рассмотрит это; но только когда вы не станете мешать, не будете возбуждать в ней мысли, что вы как-нибудь интригуете против него, стараетесь расстроить их.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Нивушлӗ хӑюллӑх ҫитетчӗ вара сирӗн?

— И у вас достало бы духа?

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Антив, вӑл Катерина Васильевна каччиех пултӑр эппин, анчах вӑхӑт иртнӗ май сирӗн хӗрӗр ӑна хӑех пӑрахӗ.

Пусть он будет женихом Катерины Васильевны, и через несколько времени она откажет ему сама.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑмӑл тени, ӑна пӳлсе тӑракан япала пур-тӑк, суккӑрлатать; ҫав пӳлсе тӑракан япаласене пӗтерӗр, вара сирӗн хӗрӗр нимле ытлашши ӗҫ те тумӗ.

Страсть ослепляет, когда встречает препятствия; отстраните их, и ваша дочь станет благоразумна.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир хӑвӑр хӗрӗн ӑс-тӑнне, шухӑш-кӑмӑлне пӳлсе тӑнӑшӑн хӑвӑр айӑплӑ кунта, ан чарӑр, ан пӳлӗр ӑна, вара унӑн ӑс-тӑнӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ, тӗрӗслӗх сирӗн енче пулсан, пӗтӗмпех сирӗн енне ҫаврӑнӗ.

Вы сами виноваты, что связали его в вашей дочери, развяжите его, и он переведет ее на вашу сторону, когда правда на вашей стороне.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Апла пулсан, эпӗ ӑна сирӗн туя тума килӗшме калӑп, анчах ҫакӑн пек условипе: туя хӑҫан тӑвассине халь мар, тата ик-виҫ уйӑхран палӑртмалла — аҫӑр тӗрӗс тунипе туманни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пултӑр сирӗн.

— В таком случае я скажу ему, чтобы он согласился на ваш брак, только с одним условием: назначить время свадьбы не сейчас, а через два-три месяца, чтобы вы имели время обдумать хладнокровно, не прав ли ваш батюшка.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вара эпӗ, — анчах эсир хушсан ҫеҫ, ун ҫинчен сирӗн аҫӑрпа калаҫса пӑхӑп.

Тогда, — но опять, только если вы позволите, — я поговорю о нем с вашим батюшкою.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн аҫӑр — пурӑнса курнӑ ҫын, ҫынсене пӗлет; эсир вара сахал пурӑннӑ-ха; мӗнле те пулин ҫын ӑна киревсӗр пек, сире лайӑх пек туйӑнать пулсан, кунта вӑл мар, эсир йӑнӑшатӑр пулмалла.

Ваш батюшка — человек опытный в жизни, знающий людей; вы неопытны; если какой-нибудь человек ему кажется дурен, вам — хорош, то, по всей вероятности, ошибаетесь вы, а не он.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эппин, эсир: сирӗн аҫӑр ун ҫинчен начар шухӑшлать, тесе тӑратӑр, — аҫӑр умӗнче ҫапла ним шарламасӑр пурӑнни урӑх нимле сӑлтавран та килмест.

Значит, вы полагаете, что ваш батюшка слишком дурного мнения о нем, — другой причины вашего молчания перед батюшкою не может быть.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн аҫӑр пӗлет-и ун ҫинчен?

Ваш батюшка знает о нем?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ, ҫапла калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, мана сирӗн пурнӑҫӑр чӑнах та ҫапла йывӑрланса ҫитнине чухласа илме май парӑр-ши ӗнтӗ?

Угодно вам на этом условии дать мне средство узнать, действительно ли ваше положение так безвыходно, как вам кажется?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн вилес килет-и?

Вам угодно умереть?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн ответлес килмест иккен.

— Вам не угодно отвечать.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл: сирӗн аҫӑрпа калаҫма кайӗччӗ.

Он пошел бы говорить с вашим батюшкою.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ сирӗн чахотка ҫук-ха, анчах вӑл часах, питӗ часах пулма пултарать, сирӗн ҫулӑрта, ҫакӑн пек условисенче вара вӑл питӗ хӑвӑрт аталанса пырать, темиҫе кунтах пӗтерсе хума пултарать.

У вас ныне еще нет чахотки, но она очень, очень близка, и в ваши лета при таких условиях она развивается необыкновенно быстро, может кончаться в несколько дней.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех