Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха, вӑл хӑйӗн чунне пусармалӑх Тимофей-хусахпа калаҫма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов сан ҫинчен каласа пама ӗлкӗрчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер мӑчаварне те вӗлерттересшӗнччӗ те, анчах лешӗ тарса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шурӑ пӗсехелли унран пӑрӑнма ӗлкӗрчӗ, лешӗ вара, ӑна хуринчен ҫеҫ ҫапса, аялалла ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллине ҫӑкӑр тытса пӗр чӑмлам ҫеҫ ҫыртма ӗлкӗрчӗ карчӑк, сасартӑк кантӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вара юн нумай кайнипе йӑлтах халсӑрланнӑччӗ, ятне ҫеҫ Эмир тесе калама ӗлкӗрчӗ, тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫтан тупӑнчӗ-ха тӗтре? — тесе шухӑшлама ӗлкӗрчӗ вӑл ҫапах.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑчавар ачин чӗри ыратса кайрӗ, вӑл чутах ахлатса илмерӗ, юрать-ха хӑйне вӑхӑтра тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ут ҫине ҫавӑрса ҫапни ҫын пулнине асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, вӗсем ҫинчен систерсе, тепре сӑмах хушасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл куҫ хӗррипе ҫакна курма ӗлкӗрчӗ: кӗтӳ пуҫлӑхӗ ним систермесӗр урисене пӗр ҫӗререх пухрӗ те ачасем ҫине сикрӗ, анчах ҫав хушӑра ҫӗмрен вшиклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ара, кам касса татрӗ-ха ман ҫуната?» — шухӑшлама ӗлкӗрчӗ вӑл ҫапах та.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн калас тенине вӑл чун хавалӗпе аран-аран каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

— Фашист! — терӗ те ҫав самантрах пуҫне шит хыҫне пӗкме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пӗр-икӗ ҫӗрте пакша, хӗле хатӗрленсе, хыр-чӑрӑшӑн хӑрӑк турачӗсем ҫине шурӑ кӑмпасемпе сар кӑмпасене тирсе типӗтнине те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тарса ӳкме ӗлкӗрчӗ… — терӗ Федя сӳрӗккӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук ҫав сасӑ пуличчен пӗр пысӑк хыр тӗлне иртме ӗлкӗрчӗ — пульӑсем хырӑн икӗ енӗпе те шилесе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пулӑсем, капкӑна ҫакланнине туйса, сикме тытӑнчӗҫ, анчах Кирук ӑскӑч анине пуҫри карттуспа хуплама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Карчӑк сӑмахне юнашарах тӑракан хӑйпашка арҫын, чӑваш тӗрриллӗ йӗтӗн кӗпе ҫинчен пилӗклӗ ҫӳхе хура пиншак тӑхӑннӑскер, тӑварлатма та ӗлкӗрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл сахал пурӑнчӗ, анчах та нумай туса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех