Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сак самантра унӑн мӑшӑрне ҫӳҫрен явса илсе картиш тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси килчӗ, анчах Тарье маларах ӗлкӗрчӗ — аллинчи чӑпӑрккипе Сахара пӗррех пуҫӗ урлӑ туртса ҫапрӗ те, лешӗ питне чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗркеллӗ калаҫ, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Сахар, Тарье ҫавӑнтах: — Эс Энтрее Паласран вӗренпе мӗнле мӑйкӑҫласа туртса кӑларнине курнӑччӗ эп. Халӗ сана мӑйкӑҫлатӑп, — терӗ те, вӗрен вӗҫне упӑшки еннелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей картишне кӗме кӑна ӗлкӗрчӗ — ун умне амӑшӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, эсӗ килне кайса канма пултаратӑн, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Казаков, хӗр ӑна ҫавӑнтах пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр кӗнчелине кӑпӑр-капӑр пуҫтарчӗ те, тем хушӑра хуран айне чӗртсе яма та ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкӗ ҫинче икӗ ҫӑра ҫакӑнса тӑнине курсан, Тарье чутах лаплатса ӳкмерӗ — хӑрах аллипе крыльца карлӑкӗнчен тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка крыльци ҫине улӑхма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — пӳрт умне сарлака ӑмӑрлӑ хӑла лаша килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хупма кӑна ӗлкӗрчӗ — Якку аттене ҫаппа-ҫарамас хитре хӗр йӑпатма, ачашлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп патнелле халӑх ушкӑнӗ талпӑнса пычӗ, ӑна ярса тытма хӑтланчӗҫ, анчах Якку атте тем хушӑра клирос патӗнчи алӑкран чӑмса кӗрсе таҫта тарса пытанма та ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, эсӗ каланӑ пек пулать, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ ывӑлӗ, ашшӗ пахчана вӗллесем патне тухса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл ҫунакан пӗр ҫурт патне вӑркӑнса ҫитрӗ, лашине аранах вут ӑшне кӗртсе ямарӗ — юрать-ха, пӗр правуртарах арҫын чӗлпӗртен тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавҫӑруллӑ чӑваш ун ҫине хӑпарса выртма та ӗлкӗрчӗ, ҫавӑнтах аллине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, манӑн калаҫмалли пур санпа, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ йӗкӗт, Хрестук ҫавӑнтах: — Манӑн санпа ним калаҫмалли те ҫук, — терӗ те ҫирӗппӗн татса, малалла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, комсомола ҫырӑнӑр-ха, лайӑх ӗҫлесе пырсан, сире те парти ретне илме пуҫлатпӑр, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Казаков, паҫӑрхи йӗкӗт: — Мана ҫырӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей аллинче ҫунакан улӑмпа вите еннелле утса кайрӗ, алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — лерен тем пысӑкӑш кашкӑр вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, атмана пӳрт тӑрринчен пӑрахса пар-ха эппин, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ ашшӗ, ывӑлӗ лавккинелле кӗрсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял йӗри-тавра ҫӗр чав-тарма, йывӑҫ турттарса хӳтлӗх тутарма ӗлкӗрчӗ вӑл, кирпӗчрен е чултан хӳме ҫавӑрма вӑй ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей те турхана курма ӗлкӗрчӗ, утне ҫавӑтса ун патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ире хирӗҫ мӑрса кӑшт ҫывӑрса илме те ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех