Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫума (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн ҫыпӑҫрӑр эсир ман ҫума, Ревлен Петрович, эпӗ сире ӑнланмаллах каларӑм, текех завода пымастӑп, илтрӗр-и, пымастӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Кай, ан перӗн ман ҫума, вӑн, кайса ытала хӑвӑн Санюкна, халӗ те урамра кӗтсе тӑрать пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Арӑмне пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшакан Ваҫҫа, Марук кӗпесем ҫума тытӑнсан, ҫӑлтан шыв ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ҫырма хӗррине анне ҫӑпатине ҫума тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ачасем пӗр эрне сӗт ҫисе курман, Виталий кашни кун магазина сӗт илме хӑй ҫӳрет, арӑмне кӗпе-йӗм ҫума пулӑшать, шыв тухса тӑкать, сухан шуратать — питӗ аван упӑшка.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Юнашар утнӑ чух хам ҫума ҫунат хушнӑ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Пирӗн автобус Шупашкарти автовокзал умӗнчен тапранса кайнӑ-кайманах, ман ҫума пӗр арҫын пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хӗрарӑмсем ҫырмана кӗпе-йӗм ҫума ансан, арҫын кӗпи-йӗмне тытса макӑрӗҫ, тени ҫитсе килет пуль ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл мана ҫӗрле кухньӑна ӗҫлеме ярсан е урай ҫума вӑратсан, замполит мана чӗнсе илетчӗ те хӑй ӗҫ хушатчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗрле те ҫынсемпе пӗрле канлӗ ҫывӑрма ҫукчӗ: пурте ҫывӑрса кайсан, дневальнӑй мана урай ҫума вӑрататчӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вальс кӗввипе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑннӑ самантсенче вӑл хӑйӗн кӑт хытӑ пӗчӗк кӑкӑрӗсемпе ман ҫума перӗнмессерен пӗтӗм шӑм-шаккӑма ток ҫапнӑн туйӑнать, анчах ҫав асамлӑ ток, ҫӳҫентерет пулин те, ырӑ киленӗҫ кӳрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе, ҫунатлантарса ярать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ан ятлӑр ӑна, Марья Ивановна, пукан илсе лартӑр каштах ман ҫума

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Сана халӗ суд пирӗн ҫума ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Килте ҫума ҫуккӑ-им?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӑнтсан, юр ҫума пуҫласан, янтӑ, хатӗр утӑ пур чухне, утса ҫӳресе тӑранма ӳркенеҫҫӗ вӗсем, тӳрех капансем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тулта каллех тепӗр кас ҫумӑр килсе ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасартӑк хура пӗлӗтсем килсе капланчӗҫ, каллех хытӑран хытӑ ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах, нимӗн кӗтмен ҫӗртен, таҫтан пӗлӗт татӑкӗ тухрӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех