Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫума (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аван рейс турӑн эсӗ, — хушса хучӗ Том эпӗ ылтӑн укҫа купине тӳшек ҫине хунине курсан, халӗ эпӗ ӑна хам ҫума ниҫта та хураймастӑп.

Хорошенький ты сделал рейс, — прибавил Том, видя, что я опустил на тюфяк золото, которое мне было теперь некуда сунуть на себе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Урайне пысӑк пӳлӗмрен ҫума тытӑн, — терӗ.

Начинай мыть пол из большой комнаты.

Рак пек // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 4 с.

Кукамӑшӗ пӗчӗк мӑнукӗ урай ҫума пуҫланине курсан: — Мӑнукӑм, ӗҫе алӑк патӗнчен пуҫӑнсан пурнӑҫ кутӑн каять теҫҫӗ.

Увидев, как маленькая внучка моет пол, бабушка сказала: — Говорят, внучка, когда начинаешь дело с дверей, жизнь уходит задом.

Рак пек // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 4 с.

Фаянс кӑмкан пускӑчӗпе хумхануллӑн шаклаттарса Энниок аллисене ҫума пикенчӗ.

Он стал мыть их, нервно стуча педалью фаянсового умывальника.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Стерс музунгу, эпӗ ӑна санӑн койкуна ҫума кӑларнӑ чухне, иртнӗ эрнере, куртӑм.

— Музунгу Стерс, я видел ее на прошлой неделе, когда выносил мыть твою койку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Юлашкинчен хӑрушӑ сенкер ҫулӑмлӑ, ҫав тери капмар ҫиҫӗм сикрӗ-хуҫӑлчӗ те — ҫумӑр ҫӗре хаяррӑн ҫапа-ҫапа ҫума пуҫларӗ; пуш хир тилӗрет, аҫа-ҫиҫӗм сассипе янӑрать.

Наконец, скакнула жутким синим огнем гигантская молния, по земле яростно хлестнуло дождем, и взрывы неистового грома огласили пустыню.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Мансӑр пуҫне кӗпе-йӗм ҫума та ҫук!

Кто же, кроме меня, моет белье,

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Виҫӗмкун каҫа хирӗҫ, астӑватӑр-и, юр ҫума тапратрӗ, тӑман вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мамӑк утиял айӗнче юнашар выртакан Санюкӑн ачаш ӳт-пӗвне пир кӗпе витӗрех таччӑн туйрӗ, туйрӗ кӑна мар, паҫӑр ҫурӑм ҫума пынӑ чухнехи пекех, куҫпа та курчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс ҫурӑм ҫума пыр вара, — хытарчӗ те вӑл, кушак пек, пӗр сасӑ кӑлармасӑр, ниҫта такӑнмасӑр мунчана уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӗрарӑм пулса ҫуралмалла пулнӑ сан, апат пӗҫерме те кӗпе-йӗм ҫума ҫеҫ пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ачисене шкула ӑсатнӑ хыҫҫӑн хваттерне тирпейлерӗ, кӗпе-йӗм ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Унччен кунсерен пир-авӑр комбинатне ҫип арлакан цеха урай ҫума ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Каям-ха, аннене кӗпе ҫума пулӑшма шантарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Урайне Саша ҫума вӗренчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫук, ҫума килӗшмерӗ Марья инке ывӑлӗн япалисене.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сан хура кӗпӳсене ҫума качча килмен эп кунта!

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Марья инке ялти почтӑна урай ҫума ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Кӗрхи кун кӗске пулин те Аня кун каҫипе витесене ҫунӑ пек хырса тасатса пӑрушкисене ҫума ӗлкӗрчӗ.

Несмотря на короткий осенний день, Аня за день успела выскоблить хлев и вымыть телят.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Агриппина Иванӑн кӗписене ҫума кайма тухнӑ.

Агриппина шла стирать Ивановы рубашки.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех