Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куратӑн вӗт, атте ямасть.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Федя ашшӗнчен тӑрӑхласа йӗкӗлтемелли тапхӑрсене ахаль ирттерсе ямасть.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Анчах вӑл пурпӗрех арӑмне алӑран ямасть, лайӑхрах тинкерес тесе, пуҫне ҫеҫ каҫӑртать.Но он не выпускает ее из рук, только отстраняется, закинув голову, чтоб лучше рассмотреть.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Лёша тата, юри тенӗ пекех, Таньӑна ҫывӑха та ямасть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Йытӑ пӗрех хӗвеле ҫӑтса ямасть вӗт.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
«Мӗншӗн васкас, айтӑр луччӑ канар. Хӗвеле ҫӑтса ямасть вӗт» тетчӗ вӑл ӗлӗк.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Упа мана ҫаплах ямасть.
Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ҫапла сыватнӑ хыҫҫӑн эпӗ каллех Чушка ҫине утланса ларма шут тытрӑм, анчах вӑл яхӑнне те ямасть, вӗҫерӗнсе чупса кайрӗ.После лечения я снова попробовал сесть на Чушку, но она опять вырвалась и убежала.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӗҫев правилине кӑшт пӑссанах, темиҫе кун хушши самолет патне ямасть.За малейшее нарушение правил полёта он в наказание несколько дней не допускал к самолёту.
15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пӗчӗк йӑнӑш тунине те ахаль ирттерсе ямасть вӑл, пире хӑй вӗрентнӗ пек лайӑх та тӗрӗс вӗҫме хушать.
15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Унӑн мана вӗрентесси те килнӗ, анчах нуша ямасть.
4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ те хама ярмаркӑна илсе кайма ыйтрӑм, анчах атте яхӑнне те ямасть.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Управляющийӗ старостӑсемпе калаҫать, ахаль хресченсемпе сӑмахласа ятне ямасть вӑл.Управляющий может иметь дело со старостами и не опускаться до разговора с простыми крестьянами.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Пӗррехинче ҫапла, пӑхатӑп — Олег хӑмла ҫырли тӗмӗсем хушшине кӗрсе кайнӑ та, унта вӑл чӗвен тӑра-тӑра, ҫырласене ҫӑварӗпе татать, аллисене хӑй ҫырласем патне яхӑна та ямасть.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Асатте, мӗншӗн мана анне пӗчченех сада ямасть?
«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Ӗне ҫывӑха та ямасть ав, чӗпсене ялан хупса усра…
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Ӑна тытма хӑтланчӗҫ, анчах вӑл яхӑнне те ямасть, пӗр гимназистне ҫыртма та ӗлкӗрчӗ.Его пробовали взять, но он отчаянно защищался и даже успел укусить одного гимназиста.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Пурте чарӑнса тӑраҫҫӗ, милиционер вӗсене ирттерсе ямасть.
Пушар сӳнтерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Иван Иванович питӗ тавҫӑракан ҫын, йӗркеллӗ калаҫура вӑл нихҫан та тӳрмен сӑмах персе ямасть, ун пек сӑмаха хӑй илтсен те вӑл ҫийӗнчех йывӑра илет.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫил ҫинче вӗсем ҫӳҫенсе чӗтресе илеҫҫӗ, ҫурӑмӗсемпе ҫиле хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ҫил вӗрнипе вӗлкӗшекен кӗписене аллисемпе ярса тытаҫҫӗ, анчах каймаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӳлсе, хӑйсем Канева, Тарас Шевченкопа Аркадий Гайдар масарӗсене курма кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, Ольга Ивановна питӗ лайӑх ҫын, анчах та вӑл пӗрмаях, кам та пулин ҫухаласран е шыва ӳкесрен хӑраса, ниҫта та ямасть, тесе тата вӗсем хӑйсем пӑрахут ҫине пӗрремӗш хут ларса кураҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн пурте интереслӗ, тесе каласа параҫҫӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.