Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлчӗҫ (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Васкавлӑ пулӑшу машинисем хӑвӑрт килнипе ачасем сывӑ юлчӗҫ. Тухтӑрсем вӗсене ҫӑлса хӑварчӗҫ. Тавах вӗсене», – палӑртать савӑнӑҫлӑ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Пурте эпир мӗнле тухса кайнине пӑхса юлчӗҫ, мана, нимӗнле сӑлтав ҫук пулин те, аванмартарах та туйӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӳлӗмре вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫав кунхине хула урамӗнчи йывӑҫсем йӑлтах ҫаралса юлчӗҫ, асфальт ҫийӗпе типӗ ҫулҫӑсем вӗҫрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Вӑрҫа пула пирӗн колхозра лашасем те сахалланса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Юрмейкейкинсен турпаспа витнӗ икӗ сыпӑклӑ пысӑк пӳртӗнче виҫҫӗн юлчӗҫ: Тимахван мучи хӑй, унӑн арӑмӗ Тарье кинеми тата ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ — Марина.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах ку сӑмахсем пуҫрах юлчӗҫ, ҫӑвартан тухмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хыҫлӑ ҫуна хыҫҫӑн хытӑ юр пӗрчисем кӑна сирпӗнсе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Клубра тӑваттӑн кӑна юлчӗҫ: Кӗркури, Елюк, Тарас, Анук.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ватӑрах хӗрарӑмпа хура мӑйӑхлӑ каччӑ аяла, погрузчик патӗнче, юлчӗҫ, эпир, курткӑпа шӑлавар тӑхӑннӑ ҫаврака пит-куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа иксӗмӗр, вакун ҫине улӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Анкарти хыҫӗнчех — вӑрман, ҫавӑнпа сыхланса юлчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вилтӑпри ҫинче икӗ япала: пысӑк мар чул тата хӑмасенчен ҫапса тунӑ хӗрес, вӗсем тӑлӑххӑн тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк малти отряд — ертаулсен ушкӑнӗ — чарӑнса тӑчӗ те ҫапӑҫу валли йӗркеленме пуҫларӗ: самантрах уй варринче юланутҫӑсем, сапаланса кайса, ҫурма ҫаврашка туса тӑрса тухрӗҫ, варринереххисем кая юлчӗҫ, икӗ айккинчисем — мала кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах салтаксем кая юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялсем кӑна юлчӗҫ те пит инҫене Савнӑ тӑван юлчӗ те пит йӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрле чӗр вилӗмрен ҫӑлӑнса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем юлчӗҫ те ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фашистсем каялла чакрӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн умри уйра тислӗк куписем пек выртса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Халӗ ун ҫумӗнче автомат тата икӗ граната кӑна юлчӗҫ

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Анчах Упа сӑртламне сыхлакан пулеметчиксем чакма ӗлкӗреймерӗҫ, виҫӗ ҫухрӑм фашистсен тылне тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех