Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлчӗҫ (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лаша ҫухални кирек кама та шуратӗ! — Ҫтаппана шеллесе калаҫса юлчӗҫ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай каччӑн сӑн-сӑпачӗ, паллаканни-палламаннисем те, унӑн куҫне курӑнса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн лашана шыратчӗ! — янӑраса юлчӗҫ ачасен уҫӑ сассисем.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле Хветутпа карчӑкӗ те ҫемҫе лутра пукан ҫинче кивӗ пушмак тӗпне йывӑҫ пӑтасем ҫапса ларакан уксах Усли ҫеҫ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫтаппан та киле кӗрсе юлнӑ хыҫҫӑн Сергейпе Хрестук иккӗшӗ кӑна юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яшма ҫыннисем шӑнкӑравсемпе ҫӗр ҫӗмӗрттерсе килнӗ лавсем каялла шӑпӑрт тухса кайнине ним ӑнланмасӑр пӑхса тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынсем крыльца ҫинчен, хӗрарӑмсем чӳречесенчен урама ҫил-тӑман кӑларса пыракан ҫуна хыҫҫӑн пӑхса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ пӗр япаласӑр тенӗ пек тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ япалисене те кӑларма ӗлкӗреймерӗҫ, ҫие мӗн тӑхӑннӑ — ҫавӑнпах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваттисемпе авланнисем, ушкӑншарӑн пуҫтарӑнса, Яшмари тӑванӗсем патне хӑнана салансан, пилӗк-ултӑ ял ҫамрӑкӗсем улӑхах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Комсомола ҫырӑннисем пухурах юлчӗҫ, ыттисем саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ейӳ вӑхӑтӗнче нимсӗр тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пулӑҫсем чӑлхи-ҫӑпатисене салтса хыврӗҫ, ҫара уран юлчӗҫ, анчах кӗпи-йӗмӗсене хывмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар килӗ-ҫурчӗпе тепӗр вунӑ-вуникӗ хуҫалӑх халӗ утрав ҫинчи пек тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн чи хаяр тӑшманӗсем виҫҫӗш те чӗрӗ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Зензет аталыкпа вӑрман хӗрне ларса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай каланине ҫеҫ кӑшт хӑлхана чиксе юлчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс мӑрсисем халь те ларса юлчӗҫ ав…

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӗсене пулӑшакан пулмарӗ те, стрелецсем вара юлашки вӑйне парса ҫапӑҫса пурте тенӗ пекех хӑйӑр ҫине выртса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗне аса илчӗ вӑл, манран кӗвӗҫсе юлчӗҫ тесе шӑллӗсене вӑрҫрӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен Сафа-Гирее, хӑйӗн вилнӗ йыснӑшне, ылханма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех