Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырарӗ (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сыснасене апат пама хушас тесе Миккие шырарӗ — вӑл та ӳсӗрӗлсе йӑванма ӗлкернӗ.

Стал звать Микки, чтоб накормил свиней, — не дозвался: видать, набрался так, что рухнул где-нибудь без чувств.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗненнине вӑл улӑштарчӗ, Шырарӗ тимлӗ чӑнлӑха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут нумай халь шухӑшларӗ: Шырарӗ, виҫрӗ тӑрӑшса, Чула кӑшланӑ пек кӑшларӗ, Ҫулларӗ, пӑхрӗ тӗнласа.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак хӑй килне хурах пек кӗчӗ, Шырарӗ тӗттӗмре вӗрен…

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей килте те пӗр вырӑнта лараймарӗ, чӳрече патӗнчен чӳрече патне пычӗ, пӗрре кутник сакки ҫине месерле выртса, тепре ӑш вӗҫнӗ ҫын пек сӗтел умне пырса ларса, Ятман сӑмахӗсене шайлаштарчӗ, вӗсен чӑн-чӑн пӗлтерӗшне шырарӗ, парторга тавӑрса калама, хӑй тӗрӗс шухӑшланине кӑтартса пама чӗлхе вӗҫне хӑватлӑрах сӑмахсем пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан ун сӑмахӗсене итлемерӗ, вӑл ӗнтӗ халӗ Укахвие шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Куҫма Иванчӑн тимӗр витнӗ ҫуртне шырарӗ, анчах вӑл курӑнмасть, яла пӗтӗмпе тенӗ пекех ем-ешӗл йӑмрасем хупӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ухмаха ермен-тӗр вӗт эсӗ? — тӗттӗмре ун куҫӗсене шырарӗ Анушка.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сире килсе чӑрмантарас терӗм, — картусне ҫакма вырӑн шырарӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсемпе хӗрсене, вӗсен хушшинче Анушкана шырарӗ пулас, анчах тӑрӑшса ӗҫлекен стариксемсӗр пуҫне никама та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Альпи куҫӗпе Сахвине карчӑка шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине урама тухсан Альпи ҫамрӑксем хушшинче никама та мар, Ятламаса шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Князь халӑхпа — калаҫма витӗмлӗрех сӑмахсем шырарӗ пулас, ҫавӑнпа калаҫнӑ чух час-часах чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн вилӗмне шыранӑ пек Танук-нойон шурӑ ҫар ҫыннине шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лаша ун аллинче татах ҫӑкӑр татки шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӗҫе тепӗр вӑхӑта хӑварма урӑхла йӳтӗм шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Магмет-Эминӗн хӗрсе кайнӑ чирлӗ пуҫ мимийӗ ҫак вӑхӑтра аса илӳсен йышлӑ ушкӑнӗнче нимрен ытларах хана кӳрентернӗ, хана тивӗҫлипе хисеплемен пек туйӑнакан тапхӑрсене шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсана тав тума та, унпа сывпуллашма та манса кайса, вӑл чӗтрекен аллисемпе алӑк хӑлӑпне шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туртса илме севеп шырарӗ пуль, тата мӗншӗн пултӑр?

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑрахут дебаркадер патнелле ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тинкерсех шырарӗ пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйӗн упӑшкине, анчах тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех