Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырарӗ (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун-кун пӑхкаласа, Марье ывӑлне шырарӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сахалтан та икӗ сехет хушши вӑл лаша чӗрни валли юрӑхлӑ ҫул чӑтӑмлӑн шырарӗ, тупрӗ те — утне вӑрман ҫулҫисен улӑпла шереписемпе тулнӑ янкӑр ҫутӑ хушӑксем тӑрӑх сиккипех хӑваларӗ; малта ҫутӑ сывлӑшӑн симӗс катисем пулмалла.

В течение по крайней мере двух часов он терпеливо различал годную для копыт дорогу, устремляя лошадь туда, где ясные лесные просветы, окутанные гигантской бахромой листьев, открывали воздушную зеленую перспективу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Вӗсем тӑтӑшах курнӑҫрӗҫ, вӑл ҫак тӗл пулусене шырарӗ, унтан, юлашкинчен, «юрататӑп» терӗ те — ҫуррине тӗрӗсех каланине ҫирӗппӗнех туйрӗ.

Встречи их повторялись, он искал их и, сказав, наконец, «люблю», почувствовал, что сказал наполовину правду.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пьера хӑвӑртрах чавса кӑлармашкӑн Суринэ вил тӑпри таврашӗнче хыпалансах пӗр-пӗр япала — кӗреҫе, катмак, патак, хӑма татки — шырарӗ.

Она быстро обежала вокруг могилы, ища какого-нибудь орудия, заступа, кирки, палки, куска доски, чтобы отрыть Пьера.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Гелли пуҫне айккинелле пӑрчӗ, хӑй вӑтаннине ӑнлантармашкӑн уҫӑмлӑ хурав шырарӗ.

Гелли отвернулась, смотря в сторону, ища понятного объяснения своему смущению.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑй, васкаса тумланаканскер, краҫҫын лампине тытса, тем шырарӗ, ҫавна май ӑна чӳрече умӗнче сула-сула илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл унта кӑнтӑрла иртичченех ҫӳрерӗ, чи хаклӑ япаласем туянас пек хаклашкаларӗ, ҫав вӑхӑтрах «хӑй пек пуяннисене» шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй виҫӗ лавккана кӗрсе тухрӗ, хӑйне мӗн кирлине ҫав тери тимлӗ тишкерсе шырарӗ, мӗншӗн тесен чи юрӑхлӑ тӗспе сӗме ӑсӗнче уҫӑмлӑн курса тӑрать.

Грэй побывал в трех лавках, придавая особенное значение точности выбора, так как мысленно видел уже нужный цвет и оттенок.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Нина вӗсем хушшинче Сергея шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Мишӑн ҫапла хӑй пӗр пус укҫасӑр тӑрса юлнине ӗненес килмерӗ: ытти фирмӑсенче хӑй валли ӗҫ шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӑшӗнче каҫхине Ильинсем патне кайма сӑлтав шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ҫӑмӑл пурнӑҫ шырарӗ ҫав Лена.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Адвокат чи малтан куҫӗсемпе вӗсем хушшинче свидетельсене шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кашни хӑйӗн шухӑш ытамне путрӗ, лару-тӑруран тухмалли мел шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Сӑрланса тумланнӑ хыҫҫӑн Тоня магнитофон кассетисене пӑтратрӗ, чуна тивекен илемлӗ кӗвӗсем шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сӑлтавне таҫта та шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Агриппина кайрӗ те, ачасене ҫӗрӗпе шырарӗ.

Агриппина ушла и проискала детей всю ночь.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Руднев, тапранса кайнӑ лаши хыҫҫӑн хӑрах ури ҫинче сиксе пычӗ, утланса ларсан, пускӑчне нумайччен урипе шырарӗ.

Руднев запрыгал на одной ноге за тронувшейся лошаденкой и, вскочив, долго ловил стремя.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан вӑл хаклӑ ампулӑсене этажеркӑпа кӗленче алӑклӑ шкафсенче шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

— Ҫапӑҫусем пулнӑ вырӑна вӑл хӑй шырарӗ, унта хӑй илсе кайрӗ пире!..

— Сам он искал, где бои шли, сам привез нас!..

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех