Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутпа (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман шутпа, хӗрӳ сана юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ман шутпа, турӑш умне ҫунма лартнӑ хуть те мӗнле ҫурта та, ҫыннӑн чун хирӗҫӳлӗхне пӗтереет пулсан, ҫунни харама каймасть.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тата ырӑрах ятлӑ пулас шутпа амӑшне хӑйӗн пиҫен йӗпписем кӗрсе ларнӑ аллине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫитсен, каҫхи апат хатӗрлеме тытӑниччен шӑм-шака кӑшт кантарас шутпа, алла ҫӗнӗ хаҫат илчӗ те койка сине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫынсен куҫӗнчен пӑрӑнас шутпа Ваҫлей утассине кӗскетрӗ, унтан чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хваттер илес шутпа кӗҫ-вӗҫ пӑсма палӑртнӑ ҫак общежитире пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хурлӑхлӑн кулса Ирина ӗҫе килнӗ малтанхи куна аса илчӗ, ҫак хапхана вӑл хӑй мӗн пӗлнине-пултарнине стройка пуҫлӑхне, ыттисене кӑтартас, унпа тӗлӗнтерес шутпа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Каччӑсем ӗҫе хӑвӑртлатас шутпа хӑрушсӑрлӑх техники правилисем ҫинчен те манса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина Алексеевна, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне ӑнлансах ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чи пысӑкки, ман шутпа, пирӗн сывлӑхшӑн ҫине тӑрса тимлени, пире санаторири пурнӑҫпа усрама тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ман шутпа Ирина Алексеевна тӗрӗс калать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ман шутпа, ӳксе сусӑрланиччен «аяла» анни лайӑхрах, — хумханса калаҫрӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пӗрремӗш участокри ҫынсен, сирӗн шутпа, кирпӗчсӗр лармалла-им? — илтӗнсе кайрӗ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна вӑл, сӗтел ҫинче купаланса выртакан тӗрлӗ чертежпа хут куписенчен тата телефонран хӑвӑртрах участока тухса тарас шутпа, кантурта та хывмасть.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сирӗн шутпа миҫе пулмалла вара вӗсем? — ыйтрӗ Артюхин.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сывлӑх сунатӑп! — терӗ хыттӑн Ирина ҫывӑхри шава хуплас шутпа сасне хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аа-а, эсир мана улталас шутпа юри ятарласа янӑ иккен вӑл катемпие!

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Чим-ха, Крахъян, эпӗ сан патна пӗртте вӑрҫас шутпа килменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Ман шутпа, — тенӗ вӑл, ватлӑхне кура мар ҫирӗп сасӑпа, — кам хӑйне хӑй хисеплет, кам хӑйне хӑй мӑнна хумасть, кам ӑслӑ, ҫав маларах сывлӑх сунать, маларах саламлать…

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

2009/10 сезонра клуб Европа Лигин пӗрремӗш розыгрышӗн 4 квалификаци раундинче Питӗрти «Зенит»-па тӗл пулнӑ, яваплӑ матчра тӗлпулӑвӑн юлашки минучӗсенче гол ҫапса кӗртсе пӗтӗмӗшле 5: 4 шутпа выляса илнӗ.

В сезоне 2009/10 клуб встречался в 4 квалификационном раунде первого розыгрыша Лиги Европы с петербургским «Зенитом» и, забив в ответном матче гол на последних минутах встречи, выиграл с общим счётом 5:4.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех