Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутпа (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олимп команди хӑйпе ӑмӑртакансен командине 6:1 шутпа аркатса тӑкнӑ, ҫӗнтерме шанӑҫ паман.

Команда Олимп разгромила команду соперников со счётом 6-1 не дав шансов на победу.

"Олимп" команда - ҫуллахи кубок хуҫи! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/sport/2023-09-06 ... -i-3421624

Ман шутпа, ҫак сӑмахсем вырӑнлӑ мар…

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Анчах ҫакна асӑрхаттармасӑр иртме ҫук: ман шутпа, Чапаев хӑйсен ирӗкӗпе фронта пынӑ тӑватӑ ҫынна дивизие илесшӗн мар пулни, паттӑр начдив кӑмӑлӗпе килӗшсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫапах та Каппеле характеристика панӑ чух вӑл, ман шутпа, вырӑнлӑ сӑмахсемех тупайман.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ман шутпа, питӗ кирлӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах санӑн, ман шутпа, «Кӗпер» евӗрлӗ япала мар, Тихонов ҫырнӑ евӗрлӗрех ҫырмалла пуль.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Сан шутпа, чӑвашла каласан, кам пулать вӑл: мучӑшӗ е куккӑшӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӗсем вара, ман шутпа, истори кӗнекинче упранмалла.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Кӗнекене редакциленӗ чухне вара, вӗсен чӗлхине те, ытти юмахсен чӗлхине пӗрпеклетес шутпа, литературӑлатма йышӑннӑ».

но впоследствии было решено для единообразия стиля все сказки подвергнуть литературной обработке.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Мӗн шутпа ҫак таранччен те сӳнтерме тытӑнман вӗсем?!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Халь каласа парӑр ӗнтӗ: мӗн шутпа, мӗн ӗмӗтпе эсир ҫакӑн пек сӗм ҫӗрле ют ҫын килне хӳме урлӑ каҫса кӗме хӑтлантӑр?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пирӗн шутпа, вӑл унта юрату ӗҫӗпе мар. ҫаратас ӗмӗтпе кӗме тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ыйтусене туххӑмрах татса парас тӗллевпе, тухӑҫлӑха ӳстерес шутпа эпир ӳлӗмрен те ҫавӑн пек ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курма тӗллев лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Темле шутпа ҫырнӑ сӑвӑсем вӗсем.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ҫак шутпа эп мӗн кӑна туман-ши?

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ахалех каяс шутпа кун кунларӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр-пӗр халиччен вӗсем патне пыман ҫын ним сӑлтавсӑр пырсан вӑл леш кайсанах ун хыҫҫӑн тухса, «мӗн шутпа килтӗн — пуҫпах пултӑр» тесе, куркапа «хӑна» кайнӑ еннелле шыв сапать имӗш.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ, Данил Макаровича кӑлӑх калаҫтарса хавшатас мар тесе, туалет йӗркисене пурне те, хам шутпа, тӗплӗ турӑм: тахҫан шкулта вӗрентнӗ гимнастика упражненийӗсене те аса илсе хуҫкалантӑм, хырӑнтӑм, ваннӑна кӗрсе ҫӑвӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Лидия Ермолаевнӑн амӑшӗ вара ҫемье ҫавӑрас шутпа пынӑ каччӑсене хӗрне халех качча памассине, малтан ҫурт ҫӗклемеллине палӑртса пӗрин хыҫҫӑн теприне алӑк енне тӗллесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

— Сан шутпа мӗн тумалла-ха?

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех