Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсен туйӑмӗсене сылтӑмалла та, сулахаялла та сапалакан ҫынсем, ман шутпа, хӑйсене чухӑнсем пек туйма тивӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Мӗнпе пурӑнӑпӑр эпир, чухӑнсем, калама та пӗлместӗп ӗнтӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хӑш-пӗр урамсемпе тӑкӑрлӑксенче вӑрӑсен, ҫынвӗлеренсен тата контрабандистсен йӑвисем пулнӑ; ыттисенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑннӑ.На некоторых улицах и переулках были притоны воров, убийц и контрабандистов; в других жили бедняки.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ременюк ҫулла та, хӗлле те улӑштармасӑр тӑхӑнакан капюшонлӑ брезент пальтопа, ним пулман пекех сӗтел хушшинче ларать, вӑл комбедри ялхуҫалӑх ӗҫ хатӗрӗсене чухӑнсем валли уйӑрса парасси ҫинчен шӗвӗ чернилпа тӑрӑшсах ведомость тӑвать.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Чухӑн хресченсене Полыпа панӗсене сутрӗ, пан помещиксемпе мир турӗ, Украинӑна Франция, Румыния, Греция ҫӑрттанӗсене сутрӗ, вӗсемпе пӗр кавар пулса, Украинӑри чухӑнсем ҫине вӑрҫӑпа тухрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Епископат членӗсенчен нумайӑшӗ, пуринчен ытла ӗҫ ҫине кирлӗ пек пӑхакан тӳрӗ кӑмӑллӑ чухӑнсем, Симурдена ӗненнӗ, ун хыҫҫӑн хаваслансах пынӑ.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Чухӑнсем пуян пуласшӑн, пуяннисем ҫукка юласшӑн мар.Бедные желают быть богатыми, богатые не желают становиться бедными.
IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Христоса сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх, ун ҫинчен каласа панисем тӑрӑх амӑшӗ Христос — чухӑнсен тусӗ — капӑр тумланманнине пӗлчӗ, анчах чухӑнсем чунӗсене лӑплантарма пыракан чиркӳсенче ӑна ылтӑнпа пурҫӑн ӑшне хупса лартнӑ, — пурҫӑнӗ чухӑнлӑха курсан йӗрӗннӗ пек пулса чӑштӑртатать.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чухӑнсем, кӗлмӗҫсем, — вӗсем большевиксене пула кӑна ҫӗр тытакансем пулса тӑнӑ!
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах эпир, чухӑнсем, пӗр-пӗрин ҫумне пӗтӗҫетпӗр.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Эпир, чухӑнсем, комиссар юлташ, халӑх ӗҫӗшӗн ҫапӑҫма каятпӑр…— А мы, бедняки, товарищ комиссар, воевать пойдем за народное дело…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кам чаплӑрах та пуянрах — чиркӳ патне ҫывӑхрах, чухӑнсем вӗсем карта ҫумӗнче, аякра та выртма пултараҫҫӗ.Кто поважнее да побогаче — к церкви поближе, а бедные могут и подальше лежать, у изгороди.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах хӑйсен ачисене приюта вырнаҫтарма тӑрӑшакан чухӑнсем хулара ҫӗр ҫын ытла пулнӑ.А бедняков, желающих отдать в приют своих ребят, в городе больше сотни насчитывалось.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Икӗ халӑх, пӗр-пӗринпе килӗшсе пурӑнма пултарайман икӗ йӑх — пуянсемпе чухӑнсем кӑна пур!Есть только два народа, два племени непримиримых — богатые и бедные!
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ку вӑл ӗлӗк-авал, хула йӗри-тавра чавса тухнӑ ҫӗр кулисем ҫинче тупӑсем курӑннӑ чухнех пулнӑ, тупӑ перекенсем вӑл вӑхӑтра пӗрмаях улшӑнса тӑнӑ: е ула кунтуш (сӑхман) тӑхӑннӑ поляксем фигильсемпе тӑнӑ унта, ун чух казаксемпе чухӑнсем, тусан мӑкӑрлантарса хулана пур енчен те хупӑрласа илме тӑрӑшнӑ… е тата, пачах урӑхла, казаксем тупӑсенчен персе тӑнӑ, поляксен отрячӗсем вара окопсем ҫине тапӑнса пынӑ.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Патшана сирпӗтнӗ хыҫҫӑн чухӑнсем вӑрҫӑ чарӑнасса, хӑйсене ҫӗр тивессе кӗтеҫҫӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Елена Николаевна, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула, чухӑнсем патне ҫӳрет, эсӗ акӑ…
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫамрӑк батраксемпе чухӑнсем ячейкӑна пулӑшма сӑмах пачӗҫ, тухса калакансем пурте ҫилӗпе ҫулӑмланса, Гришуткӑна вӗлерекенсене хӑйсене вӗлермелле тума, вӗсене тупса ҫакӑнта, площадре, ҫак вилӗ тӑпри патӗнче, тӑшмана пурте питӗнчен курмалла ҫӗрте суд тума ыйтрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чухӑнсем пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.