Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнӑ (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм чӗрипе малалла талпӑнса, хӑвӑртрах хӑйӗн чӗпписене курас ӗмӗтпе Лена сукмак тӑрӑх малалла чупнӑ пекех ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ вӑл хӑйне илсе ҫитернӗ пуйӑс ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те Калинино еннелле каякан ҫулпа ҫӑмӑллӑн, чупнӑ пекех утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл ҫил-тӑвӑл тӑпӑлтарса ӳкернӗ армак-чармак хыр патне чупнӑ пек хӑвӑрт пычӗ те, сарӑ лӑсӑллӑ ҫӑра туратсене ялт! ҫӗклесе, тӗттӗм шӑтӑка вӗлт! ҫеҫ кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Виктор чӗтренсе илчӗ, вара чупнӑ пекех темскер ҫырнӑ хӳме патнелле ыткӑнчӗ.

Виктор вздрагивает и чуть ли не бегом бросается к надписи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун патӗнче паҫӑртанпах вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ Урсэкие пӗчӗкҫӗ кӑмака патне пычӗ, хӗрсе кайнӑ паяльнике кӑларчӗ, верстак ҫинчен тӗрлӗрен детальсем илсе, чупнӑ пекех каялла таврӑнчӗ.

Урсэкие, который все время, не трогаясь с места, стоял возле него, бросился к печурке, вынул из нее раскаленный паяльник и, схватив с верстака кучу деталей, бегом направился обратно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр канмасӑр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм чупнӑ ҫын пекех сывлать.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Ҫапла каларӗ те юлташ чупнӑ пек ресторанран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Анчах чупнӑ хушӑра хамӑн ура сассипе тата ҫулҫӑсем чӑштӑртатнипе сӑмахӗсене уйӑрса илеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрҫа каяканӗ, яш каччӑ, катаччи чупнӑ евӗрлех, тур лаша кӳлнӗ, пӗккине тутӑрсемпе илемлетсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Каҫсерен вӑл, ял-йыш ҫывӑрса кайсан, хӑйсен ялне чупнӑ, ял активисчӗсен килӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрте-тӗрте ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Вӗҫетӗп! — пӗр сӑмахпа килӗшрӗ те Тимаҫ, чупнӑ пекех васкаса, каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур Кӗтерука аллинчен ҫавӑтса чупнӑ май: «Эй, ырӑ туррӑмӑр, хӗре вилӗмле хӑрушлӑхран ҫӑлса, чӗрине ман майлӑ ҫавӑрас телее эсех ярса патӑн-и тен! Ку телейпе усӑ курмасан, урӑх нихҫан та кунашкал май килес ҫук», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чупнӑ, нумай каччӑ чупнӑ ман хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан пурте чупнӑ пек хӑвӑрт малалла утса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Гури хӗрпе Сергее алӑ пачӗ, каялла ҫаврӑнса, чупнӑ пекех васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье тӳрех кумӑш патне чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ чупнӑ пекех васкаса утнине курсан савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чее хӑтланнӑ ҫав таркӑнсем: крепоҫрен тӳрех ут кӗтӗвне чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан сӑртра, кремль хӳттинче ӗҫкӗ ӗҫсе, шавласа ларакансем еннелле тепре пӑхса илчӗ те утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса кремльтен хӗвел анӑҫ еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан тар, ан тар, эпӗ сана пурӗ пӗрех тытатӑп! — ҫухӑрашрӗ вӑл чупнӑ май каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех