Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Хӑйсен ҫӗрне хӑйсен ятне параҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗмӗрхи ҫурчӗ, сыпӑкран сыпӑка пыракан килӗ виле шӑтӑкӗ пулӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн ятна сыпӑкран сыпӑка асӑнмалла тӑвӑп; ҫавӑнпа Сана халӑхсем ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӗҫ.18. Сделаю имя Твое памятным в род и род; посему народы будут славить Тебя во веки и веки.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа канашӗ вара ӗмӗрех тӑрать; Унӑн чӗринчи шухӑш сыпӑкран сыпӑка пырать.11. Совет же Господень стоит вовек; помышления сердца Его - в род и род.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.16. После того Иов жил сто сорок лет, и видел сыновей своих и сыновей сыновних до четвертого рода;
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Темӗн тӗрлӗ халӑхсем инҫетрен Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗшӗн парнесем илсе килӗҫ, Тӳпе Патшине парне кӳрӗҫ; Иерусалим, сана сыпӑкран сыпӑка савӑнса-хӗпӗртенсе мухтавлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун ҫумӗнчи сыпӑка, левитсене пулӑшакансемпе сутуҫӑсен ҫурчӗ таран, кӗтесри пурӑнмалли ҫурт таран, Хурал хапхипе тӗлме-тӗл, Гацорфий ывӑлӗ Малхия юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсенчен леререх Иммер ывӑлӗ Садок хӑй ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка вара Шехания ывӑлӗ Шамаия — тухӑҫ енчи хапха хуралҫи — юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ун ҫумӗнчи сыпӑка ҫав вырӑнта пурӑнакан священниксем юсарӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ун ҫумӗнчи сыпӑка, Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патӗнчен пуҫласа ҫурт вӗҫне ҫитиччен, Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун ҫумӗнчи сыпӑка Забвай ывӑлӗ Варух юсарӗ, вӑл питех те тӑрӑшса ӗҫлерӗ — кӗтесрен пуҫласа аслӑ священник Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патне ҫитиччен юсаса тухрӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун ҫумӗнчи сыпӑка вӗсен тӑванӗсем юсарӗҫ: вӗсене Хенанад ывӑлӗ Баввай, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, ертсе пычӗ.18. За ним чинили братья их: Баввай, сын Хенадада, начальник Кеильского полуокруга.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ун ҫумӗнчи сыпӑка левитсем тӳрлетрӗҫ; Ваний ывӑлӗ Рехум юсарӗ; унпа юнашар Хашавия, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, хӑй ҫӗрӗшӗн ӗҫлерӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ.12. Подле них чинил Шаллум, сын Галлохеша, начальник полуокруга Иерусалимского, он и дочери его.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка, хӑйӗн пӳрчӗпе тӗлме-тӗлех вырӑна, Харумаф ывӑлӗ Иедаия юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Хашавния ывӑлӗ Хаттуш юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Харгаия ывӑлӗ Уззиил, ылтӑн-кӗмӗл ӑсти, юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Ханания, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗш тӑваканскерӗ, юсарӗ.8. Подле него чинил Уззиил, сын Харгаии, серебряник, а подле него чинил Ханания, сын Гараккахима.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Гаваон ҫынни Мелатия тата Мероноф ҫынни Иодан — юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑракан Гаваонпа Мицфа ҫыннисем — юсарӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ; 5. вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, Ииуяна каланӑ сӑмах, ҫакӑн пек пулнӑ: санӑн ывӑлусем тӑватӑ сыпӑка ҫити Израиль патшинче ларӗҫ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — Турӑ, шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл [Хӑйӗн] халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене пин сыпӑка ҫитиччен ырӑ тӑвать, 10. Хӑйне курайманнисене хӑйсене пӗтерсе тавӑрать; Вӑл вӑраха ямасть, Хӑйне курайман ҫынна шӑп хӑйнех айӑплать.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.